Республика чысне хỹтĕленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:37 Просмотров: 360

Мари Эл Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн Йошкар-Олара корэш енĕпе регионсем хушшинчи уçă турнир иртнĕ. Унта Раççейĕн 7 регионĕнчен 130 çамрăк хутшăннă. Шăнкăртам ялĕнчи Амирхан Тухфетуллов (22 килограмм), Илнур Яфизов (50), Ильшат Купкенов (55), Сабир Асейнов (70) пĕрремĕш, Алихан Тухфетуллов (25), Ислам Купкенов (30), Абдулкарим Пугачев (40 килограмм) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Чăваш Ен команди иккĕмĕш вырăна тухнă. Çитĕнекен ăрăва кĕрешỹ мелĕсене Эльфис Мтиев тренер хăнăхтарать. Çул çỹреве тухма вара Чăваш Республикин Корэш федерацийĕн президенчĕ Ферид Чабатов пулăшу кỹнĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика