Сител ялĕн меценачĕн, старостин кăмăлĕ иксĕлми!

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:38 Просмотров: 288

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи старостăсен тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕпе ялсенче пурнăçланса пыракан ĕçсем пирки "Авангард" хаçат страницисенче çутатсах тăратпăр-ха. Первомайски территори пайне кĕрекен Сител ялĕнчи Юрий Степанов пирки вара уйрăмах ырă та ăшă сăмахсем калас килет. Юрий Николаевичăн иксĕлми кăмăлĕпе тата пуçарулăхĕпе тăван ял хăтлăхĕпе илемĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн ку таранччен те пайтах ĕç пурнăçланă-ха. Çакăншăн ăна пурте çĕре çити пуç таяççĕ. Çак кунсенче çеç староста ял халăхĕ, аякри-çывăхри ентешсен пулăшăвĕпе каллех пархатарлă тата çынсене питĕ кирлĕ ĕçшĕн çанă тавăрнă, ялти тата ун таврашĕнчи пилĕк кỹлле умлă-хыçлă тасаттарса анлăлатнă, çыранĕсене тирпейлеттернĕ. Хĕллехи кĕске куна пăхмасăр экскаватор 8-9 сехет ĕçленĕ. Староста çак ĕç-пуç мĕнле шайра пынă пирки вара Телеграмм каналти "Сител хастарĕсем!" ушкăнра хыпарласах, уççăн отчет тусах тăнă. Вут-кăварпа çыхăннă инкек-синкекрен Турă сыхлатăрах та малашне ял-йыш пилĕк кỹлĕре те тăрна куçĕ пек тăрă тата тулли шыв пуласса шанать, çавăн пекех ялта çакăн пек хастарсем пулнишĕн чун-чĕререн савăнать. Малашне кĕтĕве тухакан ĕнесемшĕн те, хур-кăвакалшăн та шыв ыйтăвĕ татăлĕ.

Сăмах май каласан, ял халăхĕн пĕр шухăшлăхĕпех пĕлтĕр Таплак çырминче çăл тапакан вырăнта пусă та чавнă, ăна бетон пăрăхсемпех хăтлăлатнă. Вăл та пушарниксемшĕн пысăк çăлăнăç.

Яндекс.Метрика