Пỹремеч-çуна ярăнма меллĕ, анчах теветкеллĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:39 Просмотров: 261

ХĔЛкунĕсем юмахри асамлăхпа, шартлама сивĕпе е шап-шурă та кăпăшка юрпа çеç мар, йĕлтĕрпе, конькипе, çунапа ярăнма май пулнипе те илĕртеççĕ. Çуллахи кунсенче çак киленỹ пачах çук-çке... Апла пулин те хĕллехи спортăн кашни енĕпех хăйне евĕр асăрханусем пулни кирлĕ. Уйрăмах хальхи вăхăтра тарăн вар хĕррисенчен, ту айккисенчен пỹремечпе (ватрушка) ярăнакан ачасен ку тĕлĕшпе хурăшсăрлăха пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ эрнери канмалли кунсенче çеç тĕп хуламăрта ватрушкăпа сăрт хĕрринчен шуса анакан пилĕк ача йывăр суранланнă, сиплев учрежденине лекнĕ. Хăшĕ-пĕри пит-куçне, алă-урине амантнисĕр пуçне шалти органĕсене те вăйлах сиенленĕ-мĕн. Çавăнпа та çемçе йышши резина пỹремеч-çуна ларса, выртса ярăнма çемçе те меллĕ пулин те теветкеллĕх, асăрханулăх пирки те манса каймалла мар. Ту айккинчен ярăннă чухне аслисен пĕчĕк ачасене сăнасах тăмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика