Пӗр хĕвеллĕ ирпе пахча ҫумӗнчи йывӑҫ айӗнче, ют йытӑ выртнине асӑрхарӑм. Чупса ывӑннӑ та канать пуль терĕм. Мӑйкӑчĕ та курӑнмарĕ. Каҫхине тухса пӑхсан та кайманнине асӑрхарӑм. Хӑваласан та кайма шутламарӗ. Каялла килсе тӑчӗ.
_ Çухатрĕҫ пуль сана, килне кай. Мӗнле чӗнес ӗнтӗ халь сана? Тен, Шарик, Бобик, Мухтар, Рекс, Джек. Атя, Мухтар пулӑн апла тесен пӑлтӑртаттарса та илчӗ хӳрипе, килӗшрӗ пуль ҫӗнӗ ят.
Юрӗ, сыхлӑн кил-ҫурта. Хуралҫӑ пулӑн, тесе ҫурӑмĕнчен ачашласа илтĕм. Картишре хамӑрӑн та йытӑ пур, халь тата иккĕн пулчӗҫ. Урамра иккĕшĕ уҫӑлса ҫÿреҫҫĕ, кÿршĕсеннипе «выляҫҫĕ»…
Ялта ĕне тытакансен килти выльӑх-чĕрлĕхе кĕтĕве ӑсатмалла, улӑх-ҫарана сĕтеклĕ курӑк ҫитерме. Хайхи йытă касӑва каймалли кун ҫитсен те пиртен юлмарӗ. Малтан чупса пырать, ҫумран каймарĕ пӗр утӑм та. Хуҫалӑхӑн тыр-пул уйне кӗрсе ан кайччӑр тесе сыхлӑхра тӑрать, хӑвӑрт хушӑра ӗнесене ҫавӑрса та ярать. «Ан кĕрĕр!» тесе хыҫҫӑн вӗрсе те илет, ĕнисем вара каялла ҫаврӑнса утаҫҫĕ.
«Йытӑ _ ҫыннӑн парӑннӑ тусĕ», тесе ахальтен каламан çав ватăсем. Чӗлхи кӑна ҫук ҫав янаварӑн, темӗн те калӗччӗ…
_ Хуҫу кам-ши санӑн, ӑ=тан килтӗн, мӗншӗн килне каймастӑн, тен сана кӑларса янӑ? _ тесен салху куҫӗсемпе айӑпа кĕнĕн пӑхса тӑрать. Вӑхӑт иртсен, тен тупӑн тӑван кӗтесне. Халь урамра ҫулла та-ха, сивӗтсен ӑҫта кайӑн-ши!? Кашни иртен-ҫӳренре хуҫине шырать, вӗрсе сас парать…
Нивушлӗ хуҫисем ҫав териех чунсӑрланнӑ, тетте пек вылянӑ та кӑларса янӑ? Е уҫӑлма кӑларнă та манса кайнӑ каялла кĕртме? Юратакан ҫемье пулсан кайӗччӗ те халиччен. Ҫур уйăх иртрӗ унтанпа, йытта шыракан та тупӑнмарӗ. Питĕ шел. Мӗнех, вӑхӑт кӑтартĕ.
Юрий Адъютантов
Ноябрь 2024 |