Юхмапа Пăла тăрăхĕнче - Таджикистан Республикин делегацийĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.12.2023, 20:51 Просмотров: 376

 Декабрĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче Таджикистан Республикинчи Согди облаçĕнчи культура управленийĕн начальникĕ Бахтиер Косимов ертсе пыракан делегаци пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулу тĕллевĕ - культура сферинчи ĕç опычĕпе паллашасси.

Таджикистан Республикин делегацийĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, Турханти А. Кокель музей-çуртне çитсе курнă, ялти культура çуртĕнче йĕркеленĕ ỹкерчĕксен галерейипе, Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăн, çамрăксен "Сэлт-Батыр" центрăн, Алманчăри краеведени музейĕн ĕç опычĕпе паллашнă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика