Нăрваш Шăхальсем ял хавалне малалла тăсаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2023, 22:51 Просмотров: 269

ЧЫЛАЙ чухне ял хавалĕ ламран-лама, ăруран ăрăва куçать. Нăрваш Шăхаль Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак тĕлĕшпе уйрăмах паллă темелле. Кунтан тĕнче шайĕнче палăрнă спортсменсем те, пултаруллă артистсем те, поэт-писатель тата ытти професси ăсти те сахал мар тухнă. Пархатарлă ĕçĕсенче çитĕнỹ тăвакан хастарсем паян та чылай. Акă, çак кунсенче çеç Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Ирина Кошкина çамрăк журналистăн "Уйăх юлташне çăлни" кĕнекине тĕп хуламăрти наци вулавăшĕнче пахаланăччĕ. Декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Конституцийĕн кунĕнче, вара çак ялти тепĕр хастарăн, ученăйăн, филологи наукисен докторĕн, Чăваш Республикин Вĕрентỹ институчĕн ректорĕн Юрий Исаевăн "Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем" кĕнекине Шупашкарти тĕп библиотекăра хакланă. Юлашки çулсенче Юрий Николаевичăн ял пурнăçĕпе, историйĕпе çыхăннă калавĕсем "Авангард" хаçатра та тăтăшах пичетленеççĕ, вĕсене вулакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика