Президент çулталăка пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2023, 23:09 Просмотров: 251

Декабрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетрĕ. Мероприяти пĕрлештернĕ тỹрĕ линипе пĕтĕмлетỹ конференцийĕ мелĕпе иртрĕ. Урăхла каласан, Владимир Владимирович çĕршыври граждансен ыйтăвĕсене пресс-конференци тата тỹрĕ лини форматĕнче хуравларĕ.

 Тĕл пулăва Раççей тата ют çĕршыв журналисчĕсем те хутшăннă. Çавăн пекех Чăваш Енрен Çĕмĕрлепе Шупашкар районĕсен хаçачĕсен тĕп редакторĕсем Анна Аношинăпа Виктория Вышинская залра пулнă.

Мероприяти тăватă сехет ытла тăсăлчĕ. Пурĕ икĕ миллион та 100 пин ытла ыйту килнĕ. Эфирта янăраманнисем пирки те манмĕç - çывăх вăхăтра вĕсене те татса парĕç.

Пресс-конференцие "Первый", "Россия 1", "Россия 24", "НТВ", "Мир", ОТР телеканалсем, "Маяк", "Вести FM" тата "Радио России" радиостанцисем трансляциленĕ.

Раççейре пурăнакансене мĕн хумхантарать-ха?

Çĕршывсем хушшинчи политика, Украинăри ятарлă çар операцийĕ, çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, вĕрентỹпе сывлăх сыхлавĕ, ЖКХ, культура тата ытти тĕрлĕ самант - пресс-конференципе тỹрĕ линин тĕп ыйтăвĕсен йышĕнче пулчĕç.

Президент шучĕпе, чи кирли -Раççейĕн суверенитечĕ, унсăрăн çĕршыв пулма пултараймасть.

Çакна палăртмалла: Раççей гражданĕсен питĕ пысăк пайĕ Владимир Путинăн ĕçне ырланине тата ăна пулăшма хатĕр пулнине пĕлтерчĕ, патшалăх пуçлăхĕн должноçĕнче малалла та тухăçлă ĕçлесе пыма ăнăçу сунчĕ.

Александр ИЛЬИН

Яндекс.Метрика