Тăван çĕршыв Паттăрĕсен кунĕнче Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта çакăнтан вĕренсе тухнă, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Вячеслав Степанова асра тытса Паттăр партине уçнă (ỹкерчĕкре, сылтăмра). Мероприятие муниципалитет округĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Петров, "Морское братство" обществăлла организаци членĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем хутшăннă.
Пуçласа парта хушшине ларма 6 класра вĕренекен Варвара Киргизова тивĕç пулнă.
Пухăннисем Вячеслав Степанов тата Тăван çĕршывшăн пуçне хунă ытти паттăрсене асра тытса пĕр самант шăп тăнă.
х х х
Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче малтан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан, унтан çакăнти вĕренỹ заведенийĕнчен пĕлỹ илсе тухнă, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă Дима Егоров ячĕпе Паттăр парти уçнă. Паттăр пулса никам та çуралмасть. Тĕрлĕ йывăрлăхран хăрамасăр паттăрлăх кăтартакансем, хăйсене хĕрхенменскерсем, Тăван çĕршыва хỹтĕлесе кирек кам умĕнче те пуçа усманскерсем вĕсем.
Паттăра асра тытса Паттăр партине уçма Димăн тăванĕсем, çывăх çыннисем, техникум преподавателĕсем, вĕренекенсем, ентеш шăпишĕн пăшăрханакансем пухăннă.
- Паттăр партине уçса эпир Тăван çĕршывшăн пурнăçне панă хамăр ентешĕн ятне ĕмĕрлĕхех асра хăваратпăр. Кашни çын çĕршыва тăшмансенчен ирĕке кăларса мирлĕ тỹпешĕн, хăйĕн пурăнмалли кĕтесĕшĕн, çемйишĕн, тăванĕшĕн кĕрешнĕшĕн мухтава тивĕç. Пирĕн вĕсен паттăрлăхне ăруран ăрăва куçарса пымалла,- терĕ сăмах илсе муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова.
Альбина КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |