Паспорт - савăнăç та, яваплăх та

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2023, 23:10 Просмотров: 277

Декабрĕн 12-мĕшĕнче çĕршывра çулсеренех РФ Конституци кунне паллă тăваççĕ. Конституци - пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ, право тытăмĕн никĕсĕ. Ăна 1993 çулта пĕтĕм халăх сасăлавĕпе йышăннă.

 Шăпах çак кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 14 çул тултарнă çамрăксене сумлă лару-тăрура паспорт пачĕç. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ пĕрремĕш çумĕ Анисия Воробьева, округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "Движение первых" ачасемпе çамрăксен обществăлла юхăмне йĕркелес енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Зоя Михайлова, ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Николай Андреев хутшăнчĕç, тĕп документа алла илнĕ ятпа саламларĕç.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика