Владислав Антонов – чемпион

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2023, 23:11 Просмотров: 269

 Шашкăлла выляссине хисепе хураççĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче. Пăлаçипе Юхма енсем ку енĕпе республика ăмăртăвĕсенче те палăрмаллах ỹсĕмсем тăваççĕ. Ку хутĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕнче арçынсем хушшинче шашка чемпионачĕ иртнĕ. Кашни вăййа тарăн шухăшласа вылянă вĕсем. Çавах Тикешри Владислав Антонов вара чемпион пулнă. Иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи Николай Федоров, виççĕмĕш вырăна Нăрваш Шăхалĕнчи Владислав Григорьев тухнă. Спортри разрячĕсене ỹстернĕ Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкулĕнче каратистсен квалификаци семинарĕ иртнĕ. Унта 40 ытла спортсмен хутшăннă. Семинар вăхăтĕнче тĕрĕслев программине тишкернĕ. Кашни степеньшĕн вăл хăйне уйрăм. Каратист катапа кихонра каратэ техникине кăтартмалла. Палăртнă чухлĕ кукленỹ, пресс, алă вăйĕпе çĕкленессине тумалла.

"Паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен лайăхрах пулмалла сирĕн",- тесе сĕнỹ панă семинар умĕн клуб ертỹçи Сергей Петров.

Патăрьелĕнчи 40 спортсмен хăйсен квалификаци разрядне ỹстернĕ. Хăшĕ-пĕри кирлĕ те кăткăс тĕрĕслеве пуçласа кĕнĕ, спортсмен паспортне илнĕ. Теприсем вара кĕçĕннисене каратэ техникине ăста пĕлнине хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартнă.

Çакăнта Олег Камышев тренерăн ĕçĕ курăмлă. Спортсменсемпе ашшĕ-амăшĕн те савăнăçĕ иксĕлми.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика