Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2023, 23:11 Просмотров: 278

Историк, истори наукисен докторĕ, профессор, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Николай Петрович Никитин (15.12.1923 - 1992) 100 çул каялла Сăкăтра çуралнă.

Н. Никитин - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. 1941-1942 çулсенче хỹтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕре хутшăннă. 1944-1964 çулсенче республикăра комсомол, парти, вĕрентỹ ĕçĕнче тăрăшнă. 1964-1968 çулсенче Целиноградри аслă вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçленĕ. 1968-1971 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче доцент, 1971-1978 çулсенче Ухта хулинчи индустри институтĕнче доцент, 1979-1985 çулсенче Целиноградри педагогика институтĕнче доцент, 1985-1991 çулсенче Кироври политехника институтĕнче кафедра заведующийĕ, профессор пулса тăрăшнă.

Пирĕн ентеш 25 наука ĕçĕн авторĕ. Николай Петрович 4 орденпа медальсене тивĕçнĕ.

х х х

Художник, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççейри геральдика обществин членĕ Мидхать Алимзянович Шакиров (16.12.2023) 70 çул каялла Кзыл-Чишмара çуралнă.

М. Шакиров - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри вăтам шкулсенче учитель, Жданов ячĕллĕ колхозра худоник-оформитель пулса ĕçленĕ. 1995 çултанпа Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче ỹкерỹ ăсталăхĕн уйрăмĕнче преподаватель пулса тăрăшать.

 Пирĕн ентешĕмĕр художество шкулĕсемпе ача-пăча искусство шкулĕсенчи ỹкерỹ ăсталăхне вĕрентмелли программăсен авторĕ. Çавăн пекех вăл "Кизляру" кĕнеке валли ỹкерчĕксем хатĕрленĕ. Патăрьелне пырса кĕнĕ (Патăрьелпе Шăнкăртам ялĕсем хĕресленнĕ вырăнта) çĕрти "Паттăр", Каçал тăрăхĕнчи Урмаелпе Тукай ялĕсенчи композицисен, Шăнкăртамри çамрăксен паркĕнчи "Чечекленекен çут çанталăк" палăкăн авторĕ те.

 ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика