Сад ĕрчетекенĕн хĕллехи тивĕçĕ - çимĕç йывăççисемпе тĕмĕсене сивĕрен тата кăшлакан чĕр чунсенчен (мулкач, шăши т.ыт.те) сыхласа хăварасси.
Декабрь уйăхĕнче йывăçсемпе çырла тĕмĕсене тĕрĕслесе тухмалла. Улмуççисене кĕленче ванчăкĕллĕ пусма татăкĕпе (ăна хуçалăх лавккисенче сутаççĕ) çыхсан шанчăклă.
Ку япала кăшлакан чĕр чунсен тутине тирнĕ пирки вĕсем ун çумне перĕнмеççĕ.
Ку вăхăтра çанталăк сивĕ тăрать е юр сахал ỹкнĕ пулсан çырла тĕмĕсем шăнса пĕтме пултараççĕ, çавăнпа та çырла хушшине пилĕк-çичĕ сантиметр хулăнăш çĕрнĕ тислĕк, торф сарса витмелле.
Садра çырла ỹсекен вырăна хĕл каçах юр ытларах пухма тăрăшмалла.
Юр хулăнăшĕ аллă-утмăл сантиметртан кая мар пулмалла. Хулăн юр çырласене сивĕ тивесрен хỹтĕлет, унсăр пуçне çуркунне çитсен тăпрара нỹрĕк нумай тытăнса юлать.
Хĕл каçиччен шăшисене пĕтермелли наркăмăшлă апата икĕ-виçĕ хут улăштармалла. Йывăç вуллисене кĕркунне шуратса хăварма ĕлкĕреймен пулсан ку ĕçе хĕл вĕçнелле пĕр-пĕр ăшă кун тумалла.
Хĕлле те, çуркунне çитеспе те ỹсен-тăрана мулкачсенчен сыхласа хăварма тăрăшмалла.
Ноябрь 2024 |