Аслă Арапуçсем поэтăмăр утнă сукмаках такăрлатаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2023, 16:18 Просмотров: 207

Митта Ваçлей сăпкара сиксе ỹснĕ Аслă Арапуç ялĕхăнасене яланах тарават. Хальхинче те чăваш йăли-йĕркине пăхăнса хăнасене капăр çи-пуçпа, кăпăшка çăкăрпа тата тăварпа кĕтсе илчĕç. Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулти пĕтĕмлетỹ пайне пуçтарăниччен поэтăмăр канлăх тупнă масара кайса чĕрĕ чечексем хучĕç, унăн пархатарлă та ырă ĕçĕсене, чĕререн шăранса тухакан сăввисене аса илчĕç, мĕн пур ырă ĕçшĕн тав туса пуç тайрĕç...

Поэтăмăр ятне панă тăван шкулта мероприяти малалла тăсăлчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă. Хальхи вăхăтра темшĕн шкулсенче вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те вырăсла калаçаççĕ, çавăн пекех сывлăх сунаççĕ. Первомайскинчи вăтам шкул вара чăн-чăн чăваш чунлă коллектив тесшĕн. Чăваш чĕлхипе литература илемлĕхне чуна хывма пулăшакан Елена Сорокина вĕрентекен кашни çулах Митта Ваçлейне халалланă уявсене кăмăлтан хатĕрленни сисĕнет.

- Аслă Арапуçсем Митта Ваçлейĕ хывнă сукмаках такăрлатни сисĕнет. Шкулта маттур та пултаруллă ачасен çитĕнĕвĕсемпе савăнмалăх пур. Сирте - пысăк шанăç, пĕрле чухне хамăр халăхăн культурине, йăли-йĕркине, çав вăхăтрах чăваш чĕлхине те малалла аталантарма пулать,- терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Анисия Воробьева мероприятие пĕтĕмлетнĕ май.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика