Пĕр тăван моряксен сĕнĕвĕпе - ыр кăмăллăх

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2023, 16:20 Просмотров: 179

 УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене çĕнтерĕве çывхартма тĕрлĕ майпа пулăшас текенсем хушăнсах, йышлансах пыраççĕ. Çак кунсенче Патăрьел муниципалит округĕнчи "Морское братство - союз моряков" обществăлла пĕрлешỹ хастарĕсем салтаксене çар пурнăçĕнче кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме 100 пин тенке яхăн укçа пуçтарнă.

 - Патăрьелĕнче пурăнакан пĕр тăван моряксем - Федор, Владимир, Леонид Петровсем - ман пата пархатарлă сĕнỹпе тухрĕç, тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнисем ыр кăмăллăх акцине хутшăнса салтаксене хавхалантарма шутларĕç. Канаш членĕсем çакна хапăл туса йышăнтăмăр. Кĕске вăхăтрах ветерансем 100 пин тенке яхăн укçа пуçтартăмăр. Чăн малтанах Юрий Яковлев, Борис Хадаров, Владимир Паймуллин канаш членĕсем ыттисене тĕслĕх кăтартса пухмача пилĕкшер пин тенкĕ хыврĕç. Обществăлла пĕрлешỹри ытти хастарсем те çар службине тинĕсре ирттернĕ пĕр тăван виçĕ моряк сĕнĕвне ырă кăмăл-туйăмпах хапăл тăваççĕ, - пĕлтерчĕ пĕрлешỹ ертỹçи Анатолий Казенов хаçат редакцине.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика