ÇĔНĔ çулччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кĕçех хăтлă та капăр пỹлĕмсене вырнаçтарнă чăрăшсем Хĕл Мучин асамлă патакĕ сĕртĕннипе йăлтăр-ялтăр çуталса куç хĕсме пуçлĕç, ачасем ун таврашĕнче юрласа та ташласа хăпартланĕç. Савăнăçăн чикки вĕçĕ-хĕррисĕр пултăр тесен чăн малтанах çак уява ача-пăча учрежденийĕсенче, ытти коллективсенче те тĕплĕн, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса хатĕрленмелле. Чăрăша çулăм хăвăрт хыпса илекен теттесемпе капăрлатмалла мар. Гирляндăсем шанчăклă пулмалла. Уявра усă куракан электророзеткăсем пурте юсавлă кирлĕ. Огнетушитель юнашар пулни те пĕлтерĕшлĕ. Муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн ĕçченĕсем çак кунсенче шăпах ача-пăча учрежденийĕсенче, чиркỹсенче Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене кĕтсе пушар хăрушсăрлăх йăркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, çитменлĕхсене асăрхаттарççĕ.
Сăмах май каласан, ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче 47 пушар пулнă, вĕсенче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă.
Ноябрь 2024 |