Суверенитет - çĕршыв аталанăвĕн никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 19.12.2023, 16:22 Просмотров: 195

Раççей Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 14-мĕшĕнче тỹрĕ лини ирттерни пирки "Авангард" хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Владимир Владимирович тăватă сехет те тăватă минут хушши Раççейре пурăнакансен, тĕрлĕ МИХ журналисчĕн вун-вун ыйтăвне хуравларĕ.

 Пĕрремĕш ыйту Владимир Путина Президентăн çитес çулхи суйлавне кандидат пулса хутшăнасси, çĕршывра тата ун тулашĕнче мĕнле тĕллевсем тĕп вырăнта пулни пирки пулчĕ. Çĕршыв ертỹçи уççăн каларĕ: тĕп тĕллев - суверенитета çирĕплетесси. Ăна халăхăн пĕрлĕхĕ, финанс лару-тăрăвĕ, çар тата хăрушсăрлăх хăвачĕ ỹссе пыни çирĕплĕх кỹреççĕ.

Президент çĕршыв экономики санкцисене пăхмасăрах лайăх аталаннине палăртрĕ. Раççейĕн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн ỹсĕмĕ (ВВП) кăçал 3,5 процент пулмалла. Шел те, инфляци те пĕчĕк мар - 8 процента яхăн пулать-тăр, çапах Президент ăна май пур таран хавшатма тăрăшмашкăн шантарчĕ. Промышленность вăй илсех пырать. Эппин, ĕç вырăнĕсем, тупăш пулмалла. Ĕç укçи 8 процент хушăнмалла. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 2,9 процент шайĕнче. Январĕн 1-мĕшĕнчен МРОТ 18 процент пысăкланĕ. Çынсен пурнăç шайĕ кăçал 74 çулпа танлашмалла.

 Ятарлă çар операцийĕ пирки ыйтусем килнĕ май, хирĕç тăру Раççей хăйĕн тĕллевĕсене пурнăçласан кăна чарăнма пултарассине каларĕ. Çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисене пулăшу парассине çирĕплетрĕ. Мобилизацин иккĕмĕш тапхăрĕ пуласси пирки ыйтнине хуравланă май Владимир Путин пĕлтĕр мобилизациленĕ йышăн хастарлăхне палăртрĕ. Алла хĕç-пăшал тытас кăмăллисен йышĕ чакмасть. Куллен 1,5 пин çын контракт çырать. Эппин, паянхи кун тĕлне нимĕнле çĕнĕ мобилизаци те кирлĕ

Пирĕн çĕршыв ытти çĕршывсемпе, вăл шутра СШАпа та, хутшăнусем йĕркелеме хатĕр. Анчах та малтан çавна валли вĕсен çирĕп тытăмлă условисем йĕркелес пулать. "Пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренмелле. Харпăр хăйĕн ыйтăвне санкцисемпе тата çар вăйĕпе татса пама хăтланмалла мар. Хальлĕхе вара кун пек условисем çук-ха. Эпир вара çапла тума хатĕр", - палăртрĕ çĕршыв ертỹçи.

 Владимир Владимирович Раççей йышне кĕнĕ çĕнĕ регионсене аталантарма çуллен 1 триллион тенкĕ уйăрасси пирки пĕлтерчĕ. Çийĕнчен регионсем пулăшаççĕ - вĕсем 150 миллиард тенкĕ патнелле хывнă ĕнтĕ. Тата 100 миллиард тенкĕрен кая мар тăкаклĕç. Çĕнĕ регионсем налук шучĕпе федераци бюджетне хывакан виçе паянах самай пысăк.

Çапах та татса памалли ыйту та нумай. Акă, çĕнĕ регионсене врачсем çитмеççĕ. Владимир Путин тухтăрсем çĕршывăн ытти регионĕсене те çитменнине аса илтерчĕ. Çавна май вăл çĕнĕ регионсенче "Земство тухтăрĕ", "Земство фельдшерĕ" программăсемпе тивĕçтерекен пĕр хутченхи тỹлеве 2 миллион тенкĕне, фельдшерсенне 1 миллион тенкĕне çитерме сĕнчĕ. Президент медицинăн пуçламăш звенине аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн нумай ĕç тунине палăртрĕ. Çапах та çак программăна малалла та тăсасшăн. Ялта медицина тĕлĕшпе тимлĕх пушшех пысăк, малашне те çак çулпах утасшăн.

Çемье ипотеки тĕлĕшпе уçăмлăх пулмалла. Президент Правительствăна ăна тăсмалли сĕнỹсем хатĕрлеме хушассине çирĕплетрĕ.

Çăмарта, чăх какай хакланнăшăн ỹпке- ленĕ пенсионеркăпа калаçнă май Владимир Путин çак кăмăлсăрлăхшăн каçару ыйтрĕ. Халăх çăмарта туянасси ỹснĕ, импорт валли вăхăтра çул уçман - çакна пула хаксем хăпарнă. Халĕ ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тунă - лару-тăру çывăх вăхăтра лайăхланмалла.

Тỹлевлĕ çулсемпе çỹремелли тариф ытла та пысăкки, М-12 магистраль çинче километршăн 8 тенкĕ, Мускавран Хусана çитме 6 пин тỹлемелли çинчен пĕлтернине Владимир Владимирович тĕлĕнсе йышăнчĕ. Вăл пĕлнĕ тăрăх, 4-4,5 пин тенкĕ пулмалла. Китай автомобилĕсем Раççей рынокне ярса илни çинчен те калаçу пулчĕ. Çав вăхăтра АвтоВАЗ машинисем те 40 процент хакланнă. Владимир Путин шучĕпе, автомобиль мĕн чухлĕ ытларах пулĕ - вĕсен хакĕ те çавăн чухлĕ чакĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин тỹрĕ линире ытти тĕрлĕ ыйтăва та туллин хуравларĕ, çĕршыв малашне те аталану çулĕпех пырассине палăртрĕ.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика