Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пултаруллă чăваш пикисем çук-шим?

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2023, 12:09 Просмотров: 235

ÇАК кунсенче Шупашкарта "Раççей чăваш пики - 2023" конкурс иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчи муниципалитет округĕсенчи пултаруллă чиперккесемсĕр пуçне Тутар Республикинчен (çĕнтерỹçи те унтанах), Чĕмпĕр облаçĕнчен те чăваш пикисем хутшăннă, куракансемпе жюри членĕсене хăйсен культурăлăхĕпе, ăсталăхĕпе савăнтарнă. Чăваш çи-пуçлĕ, чăваш чунлă пултаруллă 18 хĕр хушшинче кỹршĕ муниципалитет округĕн чысĕпе сумне хỹтĕлекен хастарсем те пулнă. Вĕсем хăйсен юрри-ташшипе, конкурс условийĕпе пурнăçланă ытти енсемпе те хăйсене чăн-чăн чăваш хĕрĕ, сцена ăсти пекех тытнă.

Шел пулин те пĕлтерĕшлĕ конкурсра Юхмапа Пăла тăрăхне хỹтĕлекен пике тупăнманни вара пăшăрхантарать. Патăрьелсене чыс та кỹмест темелле. Конкурса хутшăнма тивĕçлĕ матур пикесем, пултаруллă чăваш чиперккисем пирĕн те пурах.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика