Шыв ыйтăвне çивĕчлетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2023, 12:10 Просмотров: 248

 Çак кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă. Канашлăва "Жилград" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Сергей Антонов та хутшăннă.

 Юлашки вăхăтра Патăрьелĕнчи патшалăх çуртĕнче пурăнакансене шывпа тивĕçтерес ыйту çивĕчленнĕ. Ăна час-часах чарнăран çынсем кăмăлсăрланаççĕ, пăшăрханаççĕ. Канашлура унăн сăлтавне тата проблемăна татса памалли меслетсене пăхса тухнă.

Ĕçлĕ тĕл пулура округ ертỹçи Рудольф Селиванов çак ыйтăва тĕплĕн тĕпчемеллине, ĕçĕн результачĕ пирки кашни эрнерех отчет тумаллине каланă.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика