Декабрĕн 20-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет окургĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çак кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн çумĕ Резеда Хуснетдинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антоновпа Николай Степанов, Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн ертỹçи Александр Миронов ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕç. Влаç представителĕсемпе депутатсем предприяти-организаци, ял халăхĕпе тĕл пулнă май çитес çулхи коммуналлă çăмăллăхсен тарифĕсене индексацилес, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене ирттернĕ чухне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, çулсене пăхса тăрас тата ытти ыйту тавра калаçрĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕ ырă пулăмсемпе те палăрса юлчĕ. Шупашкар хăнисем чăн малтанах республикăра сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсаса çĕнетмелли программăпа хăтлăлатнă Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕпе паллашрĕç. Хальхи вăхăтра 15 койка-вырăнлă сиплев уйрăмĕ хуларинчен пĕрре те кая мар. Çак çурта шалтан пĕтĕмпех çĕнетнĕ, хутса ăшăтмалли, шыв кĕмелли, канализаци пăрăхĕсене, маччи-урайне, вентиляцие тата ыттине пурне те улăштарнă. Патăрьелĕнчи тĕп больницăн ертỹçи Николай Тинюков инфекци уйрăмĕ пациентсене çĕнĕ çуртра кĕтсе илме хатĕррине пĕлтерчĕ.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пуçламăш звенора медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас енĕпе палăртнă тĕллевсене вырăнсенче çирĕп пурнăçласа пымаллине калать. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те сахал мар тимлеççĕ. Акă, нумай пулмасть çеç Шăнкăртам территори пайне кĕрекен Кзыл Камышра çĕнĕ ФАП хута кайрĕ. Декабрĕн 20-мĕшĕнче вара Кзыл Чишма территори пайне кĕрекен Красномайскинче хăтлă сиплев учрежденийĕн алăкĕсем ял халăхĕшĕн уçăлчĕç. Сиплев учрежденинче медицина ĕçченĕсене кăмăлтан ĕçлеме мĕн пур услови çителĕклĕ. Сăмах май каласан, кунта фельдшерпа акушер пунктне 2024 çулта кăна тума палăртнă пулнă, анчах "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн пуçламăш звенине модернизацилемелли программăна хăвăртрах пурнăçа кĕртмелли мероприятисен витĕмне пула кăçалах çĕклеме мехел çитернĕ.
- Паян Красномайски ялĕнче хута кайнă фельдшерпа акушер пункчĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче 32-мĕш пулчĕ. Çĕршыв ертỹçин, республика правительствин тĕп тĕллевĕ - ялта пурăнакансен ĕмĕрне вăрăмлатас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе кирлĕ услови туса парасси. Эпир те çак çул-йĕрпе ĕçлесе пыратпăр,-терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял çыннисене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламланă тата вĕсен савăнăçне пĕрле пайланă май.
Ял халăхĕшĕн асра юлакан паллă самантпа усă курса кунта пурăнакан Раиса Мышова ĕç ветеранĕ çĕршыв, республика, хамăрăн муниципалитет округ ертỹлĕхĕсене ял халăхне сипленме, канма кирлĕ услови туса панăшăн чун-чĕререн тав турĕ. Сăмах май каласан, çак ялтах темиçе çул каялла ял клубне те федерацин "Культура" наци проекчĕн витĕмĕмпех тĕпрен юсарĕç.
Информаци кунĕн пĕтĕмлетỹ пайĕ Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче иртрĕ. Малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов иртсе пыракан çулталăка тишкерчĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ çулта пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕ.
Кунтах округ пуçлăхĕпе Шупашкар хăнисем, депутатсем, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем, организаци-предприяти руководителĕсем тата ыттисем те ачасен Çĕнĕ çул умĕнхи ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшса "Ĕмĕтсен елки" ыр кăмăллăх акцие хутшăнчĕç, вĕсене парнесемпе савăнтарчĕç.
Пĕтĕмлетỹ пайĕнчех Украинăри ятарлă çар операцинчи салтаксене гуманитари пулăшăвĕ парас ĕçре хастар ĕçлекен волонтерсене, уйрăм çынсене муниципалитет округĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăха ыр кăмăллăх ĕçне явăçтарас тĕлĕшпе пысăк пуçарулăх кăтартнă чи лайăх 3 территорие - Çĕньял, Тăрăн, Пикшик - палăртса хăварчĕç. Çулталăк итогĕпе муниципалитет округĕшĕн чылай пархатарлă та ырă ĕç тунă, экономика ăмăртăвĕнче пысăк кăтартусемпе палăрнă "Исток" çĕр ĕç фирмин ертỹçине Александр Илюткина "2023 çул меценачĕ" хисеплĕ ят пачĕç. Çавăн пекех тĕрлĕрен конкурс çĕнтерỹçисене те чысларĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |