Чăваш Енри "Фермер шкулĕн" выпускникĕ Патăрьел муниципалитет округĕнчи Марс Салихов "Агробизнес Грант" конкурсра çĕнтернĕ. Вăл Россельхозбанкăн "Фермер шкулĕ" проекчĕн çиччĕмĕш юхăмĕн выпусникĕсем хушшинче иртнĕ.
Конкурса йĕркелекенĕ тата пулăшу кỹрекенĕ - ял хуçалăх пуçаруçисене хавхалантаракан коммерциллĕ мар "Агросодействие" организаци фончĕ. Конкурс комиссийĕ проекта явăçнă выпускниксен ĕçне 7 тĕп критерипе - тупăш кĕртни, рентабельлĕх, маркетинг, хастарлăх хаклавĕ, социаллă пĕлтерĕшлĕх, тăкака вăхăтра саплаштарма пултарни, укçа-тенке пĕлсе усă курни - хакланă. Кашни регионтах пĕрер çĕнтерỹçе суйланă.
Конкурс çĕнтерỹçин сертификатне Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусен залĕнче Раççей Федерацийĕнчи "Россельхозбанк" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри директорĕ Ирина Письменская панă.
Манăн бизнес-проекта чи лайăххи тесе палăртнăшăн мăнаçланатăп. Çакă фондпа банк енчен пысăк хисеп те,- тенĕ Марс Салихов. - "Фермер шкулĕ" мана нумай усăллă информаци пачĕ. Хăйсен ĕçне тивĕçлипе илсе пыракан ăстасене те - Чăваш Енри мĕн пур фермера - вĕренме, çĕннине ытларах пĕлме сĕнесшĕн. Пурнăç улшăнсах тăрать. Пирĕн, фермерсен, çĕнĕлĕхсене вăхăтра ĕçе кĕртме тăрăшмалла.
Марс Салиховăн хресчен фермер хуçалăхĕ аш-какай туса илес енĕпе ĕçлет. Мăйракаллă шултра выльăхсем, сурăхсем, лашасем усрать. Фермерăн çĕнĕ бизнес-проекчĕ сурăх ĕрчетессипе çыхăннă.
"Фермер шкулĕ" - федераци проекчĕ. Вăл Чăваш Республикинче ял хуçалăх министерстви, "Россельхозбанк", Чăваш патшалăх аграри университечĕ пулăшăвĕпе аталанать. Вĕренĕве 130 çын явăçнă. Фермерсене малашлăхра тĕрлĕ енлĕ бизнеса аталантарассине тата рентабельлĕх илме май пуррине суйласа илсе хатĕрлеме тăрăшнă. Раççейĕпе илес пулсан, "Фермер шкулĕнче" çĕршывăн 58 регионĕнчи 4300 çĕр ĕçченĕ вĕренсе тухнă. Вĕсен тăрăшулăхĕпе ял хуçалăхĕ малалла аталанать, ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ, ял территорийĕсен хисепĕ ỹсет.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |