"Варкăш" литература клубĕн хăни - Юрий Исаев

Категория: Публикации Опубликовано: 22.12.2023, 14:08 Просмотров: 234

 Çак кунсенче Чăваш Республикин наци библиотекинче "Варкăш" литература клубĕн Çĕнĕ çул умĕнхи тĕл пулăвĕ иртрĕ. Хальхинче вĕсем Юрий Исаевăн "Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем" кăларăмне пахалама пуçтарăнчĕç. Кăçал çулла Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăскер вулавăшсене çитнĕ ĕнтĕ, пĕрремĕш вулакансем унпа паллашма та ĕлкĕрнĕ. Сăмах май, унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2022 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Хайлав пуххин хăтлавне поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, преподавательсемпе студентсем, Юрий Исаевăн ентешĕсем йышлăн пухăнчĕç. Ларăва Чăваш наци библиотекин "Чăваш кĕнеки" центрĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ. Юрий Николаевич "Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем" кĕнеке еплерех çурални çинчен каласа пачĕ. Хайлавсене хăй аллă çул тултарнă тĕле иртнĕ çулсем çине çаврăнса пăхса, ачалăхпа яшлăха аса илсе, хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетсе çырма шутланă-мĕн. Кăларăмри произведенисем пурнăç пулăмĕсене çутатаççĕ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвĕсене тишкереççĕ, ĕçе тата çутçанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ. Пĕрремĕш пайне калавсем кĕнĕ. Унти геройсем пурнăç тути-масине ĕçре туптанса, туслăхпа хавхаланса туйма хăнăхаççĕ, чунпа тата ăс-тăнпа çирĕпленеççĕ. Хайлав пуххин иккĕмĕш пайĕнче - асаилỹ тĕрленчĕкĕсем, вĕсем ачалăхри асамлă самантсене, паянхи пурнăç енĕсене сăнарлаççĕ. Унти геройсем - авторпа пĕр ял çыннисем, унăн тăванĕсем, тусĕсем.

"Хайлавсем çырма Арсений Тарасовпа Владимир Степанов писательсем хавхалантараççĕ мана. Хамшăн кăсăклă пулăмсене сăнарлатса пама тăрăшрăм. Атте сăнарĕ тĕпре. Вăл, сăмахран, "Пан улми", "Пиçен тăшманĕ" калавсенче тĕл пулать. Шỹтлĕ япаласем те пур. "Шăртлă сысна хỹри" - хампа пулса иртнĕ истори. Ман геройсем ытларах чухне - арçынсем. Вĕсен шăпи, кулянăвĕ мала тухать. Юрату çинчен çырма пĕлместĕп эпĕ", - терĕ Юрий Николаевич.

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Владимир Степанов "Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем" кĕнекене пичете мĕнлерех хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ, хайлавсем интереслĕ пулнине, уйрăмах "Кĕрт" калавĕ килĕшнине пĕлтерчĕ. "Ку кăларăм маншăн çав тери хаклă. Тỹрех туртса кĕрет, питĕ чунлă. Ăна илемлĕ литературăран та ытларах юратса вуларăм. Нăрваш Шăхалĕ те мана çывăх.

Ку кĕнеке тăрăх фильм та ỹкерме пулать. Унта приключени пур. Юрий Исаев - литературăри çĕнĕ вăй", - терĕ "Тăван Атăл" журналăн редакторĕ Арсений Тарасов. Василий Кервен поэт та унпа пĕр шухăшлă пулса чăваш литературин анине тепĕр арçын çыравçă сухалама пуçланишĕн хĕпĕртенине палăртрĕ.

 Юрий Николаевичăн юлташĕ Владимир Галошев вара "Пĕррехинче Приютово станцире" калавра хăйне шыраса тупнă, тантăшĕ еплерех çырнине пĕлес тесе кăларăма тимлĕн тишкернĕ. Любовь Кудрявцевăпа Геронтий Никифоров Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ произведенисене вĕрентекен куçĕпе вуланă. Вĕсенче воспитани саманчĕсем, илемлĕ сăмах çаврăнăшĕсем пуррине асăнчĕç. Ирина Софронова литература тĕпчевçи Юрий Исаевăн чĕлхи çыпăçуллă та ансат пулнине, автор вулакана тыткăнламалла çырма пултарнине палăртрĕ. Людмила Сачкова прозаик "Çĕнĕ касăн шухă яшĕсене" Леонид Агаковăн "Вăрçă ачисемпе" танлаштарчĕ. "Пан улми" калавăн сюжечĕ чăнкă", - терĕ Людмила Николаевна. Ольга Васильева çыравçă Юрий Исаев сăнарсене тĕрлĕ енчен кăтартнине, сăн ỹкерчĕксем кăларăма пуянлатнине пĕлтерчĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика