"Янăра, тăван сăмахăм!"

Категория: Публикации Опубликовано: 26.12.2023, 19:37 Просмотров: 147

Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ, Самар тăрăхĕнче пурăннă Александр Павлов-Сорочайкинăн (Чăваш Сашши) сăввисем Самар тата Чĕмпĕр тăрăхĕсенче чăвашла тухса тăракан "Урал сасси", "Канаш" хаçатсенче пичетленнĕ. 2018 çулта ентешĕн "Тăван кил вучахĕ" кĕнеке презентацийĕ иртнĕччĕ. 2015 çултанпа вăл Чăваш Республикин Писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ пулнă. Шел, 4 çул каялла йывăр чире пула Чăваш Сашшин пурнăçĕ татăлчĕ.

Сăвăçа аса илсе ку хутĕнче Аслă Чементи вăтам шкулта "Янăра, тăван сăмахăм!" поэзи каçĕ иртрĕ. Мероприятие "Чемен" ыр кăмăллăх фончĕ пуçарнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхине упрасси, аталантарасси, çитĕнекен ăрăва ăна юратма тата сăвă çырма вĕрентесси. Поэзи каçĕ конкурс пек иртрĕ, шкул ачисем тата аслисем уйрăммăн ăмăртрĕç. Чи малтан Людмила Ежова библиотекарь ентешĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, вăлах малалла ертсе пычĕ.

Фонд ертỹçи, Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ, контактлă каратэ енĕпе икĕ хут тĕнче чемпионĕ пулнă, педагогика наукисен кандидачĕ, Мускав çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалĕнче декан пулса ĕçлекен Николай Алешев тата шкул директорĕ Наталия Адидатова пурне те ăнăçу суннă хыççăн ентешсен сăввисене вулакансем сăмах илчĕç. Чăваш Сашшин сăввисемсĕр пуçне вăтам шкулта вĕреннĕ Наталия Сюзюкинăн, Иван Химетовăн тата Пăлаçипе Юхма ен тăрăхĕнчи Марина Ивановăн, Мая Салампи - Селендеевăн, Геннади Айхин, Альбина Юратун сăввисем янăрарĕç. Çĕнтерỹçĕсене 1-4, 5-8, 9-11 классем тата аслисем хушшинче палăртрĕç. Ачасем пĕри тепринчен пултаруллăрах пулчĕç. Валерия Иванова, Денис Разин, Татьяна Егорова, Ангелина Макарова, Ангелина Сулагаева тата Кристина Смолова - çĕнтерỹçĕсем. Аслисем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Мария Зотова, 79 çулта пулсан та, чăн-чăн артист пек вуларĕ. Светлана Кошелева, Екатерина Фролова тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ Зоя Алешева та сăввисене пысăк туйăмпа каласа пачĕç.

Поэзи каçне авторсем хăйсен сăввисемпе тăсрĕç. Кашнинех итлекенсем ăшшăн йышăнчĕç. Ачасенчен Лидия Капитонова, Софья Игнатьева тата Настя Ежова мала тухрĕç. Галина Едриванова ĕç ветеранĕ "Стена çинчи сăн ỹкерчĕк" сăвва питĕ тăрăшса вуларĕ. Çавăн пекех Мускавран килсе çитнĕ Алена Игнатьева ентеш тата Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина та тарăн шухăшлă сăввисемпе паллаштарчĕç.

Çак сăмахсен авторĕ Аслă Чемен ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан Нина Ершова (Химетова) çинчен каласа пачĕ. Нина Николаевна хăйĕн сăввисенчен юрăсем те хывать. Александр Васильев шăрантаракан "Çуркунне" юррăн сăмахĕсене та вăлах çырнă, кĕввине те кĕвĕленĕ. Ентеш журналистсем тăрăшнипе 2018 çулта çак юррăн чăн авторĕ Нина Химетова пулнине çирĕплетме май килнĕ.

38 çын хутшăнчĕ поэзи каçне. Çав тери кăмăллă иртрĕ. Хăш-пĕр сăвăсене куççỹльсĕр итлеме май пулмарĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ, жюри членĕ Любовь Иванова чăвашлăха манмалла маррине каларĕ, Алена Игнатьева конкурсантсем сăввисене чуна тивмелле тата туйăмлă вуланине палăртрĕ, Светлана Никитина мероприяти пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕ.

Мала тухнисене Николай Алешев "Чемен" ыр кăмăллăх фончĕн Хисеп хучĕсемпе, кубоксемпе тата парнесемпе чысларĕ. Авторсен сăввисене пухса кĕнеке кăларма май пулнине палăртрĕ.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика