ЮЛАШКИ кунсенче çанталăк пите-куçа чĕпĕтмеллех сивĕтрĕ. Хĕл хăйĕн кăралăхне кăтартнă тапхăрта пурин те инкек-синкекрен уйрăмах асăрханмалла. Вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмахсем те пысăк тăкак кăтартма пултараççĕ. Патăрьел мунициалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕччен виçĕ пушар тухнă. Январĕн 4-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Табаков урамĕнчи пĕр çуртра чутах пысăк инкек пулман. Тĕп сакайне вырнаçтарнă шыв насосĕн проводисем замыкани пулнăран вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Юрать-ха хуçисем çакна вăхăтра асăрханă. Тепĕр икĕ кунтанах Треньелĕнче мунча çуннă. Сăлтавĕ - кăмака мăрйине тĕрĕс мар, мачча çумне çывăх вырнаçтарни. Сăмах май каласан, çак сăлтавпах декабрĕн 31-мĕшĕнче Шăнкăртамра та мунчаранах пушар тухнă. Темиçе кун каялла çеç вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул автобусне ларнă çĕртех вут хыпнă. Водитель ачасем каникултан тухиччен техникăна хатĕрлеме, заводри кăмакипех ăна ăшăтма тытăннă вăхăтра автобуса вут хыпса та илнĕ-мĕн. Ыйтăва пайăрлатас тĕллевпе ĕçлеççĕ.
Ноябрь 2024 |