Салтаксене хамăр ĕçпе хавхалантарар, çĕнтерĕве çывхартма пулăшар

Категория: Публикации Опубликовано: 16.01.2024, 18:00 Просмотров: 265

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенчи ялсенче чылайăшĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене çар пурнăçĕнче усă курма хỹтĕлев тетелĕсем, пысăк калăпăшлă сеткăсем çыхаççĕ. Пытарма кирлĕ мар, хăшĕсем халăх вăйĕпе, уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе йĕркелекен пархатарлă ĕçе пĕр чарăнми пурнăçлаççĕ. Вĕсен умĕнче пуçа таймалли çеç юлать. Хăш-пĕр ялта вара сăваплă ĕçе йĕркелеме пысăк вырăн, ăшă пỹлĕм çук иккен... "Авангард" хаçат редакцине шăнкăравлакан ĕç ветеранĕ шăпах çакăн пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ те. Вĕсен ялĕ те пĕчĕкех мар, клуб çук-мĕн (ял ятне хăй ыйтнипе çырмăпăр). Çыхмалли станок вырăнне ялта ытти çĕрте те вырнаçтарма пулать, çак ĕçшĕн кар тăракан тупăнманнине пĕлтерчĕ вăл. "Епле-ха апла? Кỹршĕ ялсенчен темиçешер сетка та ăсатрĕç, пире вара намăс мар-ши?",-çапла пăшăрханса пĕлтерчĕ пограничник-ветеран.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика