ПИКШИК ял тăрăхне кĕрекен Еншик ялĕнчи Николай Урмаков ĕç ветеранĕ вуннăмĕш теçеткене ваклать, 92 çулта. Апла пулин те вăл вăр-вар та вашават-ха. Ватă çын кашни кун тенĕ пекех урине йĕлме йĕлтĕр сырса çывăхри катана ярăнма çỹрет. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет пилĕк ача ашшĕ!
Çак ялти Николай Ильичпа Лидия Ивановна Паймуллинсем те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Вĕсем те тăтăшах хамăр муниципалитет округĕнче иртекен ăмăртусене çемьепе хутшăнаççĕ. Сăмах май каласан, çак кунсенче çеç 70 çул тултарнă Лидия Ивановна ĕç паттăрĕ нумай çул хуçалăхра сысна пăхнă çĕрте тăрăшнă, РСФСР Верховнăй Совет депутачĕ, общество хастарĕ пулнă. Çемье пуçлăхĕ вара педагог-ветеран, нумай çул ялти шкулта директорта, Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКра та тăрăшнă, "Халăх çут ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ, темиçе хутчен депутат та пулнă. Хальхи вăхăтра та Паймуллинсем çулсем иртнине пăхмасăр территори пайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнаççĕ, ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Ноябрь 2024 |