Чи кирли - пушарта çухалса кайманни

Категория: Публикации Опубликовано: 19.01.2024, 20:21 Просмотров: 236

КИРЕК мĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Пушар та çавах. Çапах та ăна парăнтарма пĕлни, çухалса кайманни вара пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ канмалли кунта Треньелĕнчи пĕр çемьере тăр кăнтăрлах чутах пысăк инкек сиксе тухман, мунчаран тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пикеннĕ. Юрать-ха çакна кил хуçисемпе пĕрлех çывăхра футболла вылякансен ушкăнĕнчи Патăрьелĕнчи пушар чаçĕнче ĕçлекен Сергей Михайлов асăрханă, çийĕнчех Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçне пĕлтернĕ, çав вăхăтра чупса килсе пушар хыпса ан илтĕр тесе кирлĕ йышăнусем тунă, ĕçе йĕркелесе тăнă. Кил хуçисем çакăншăн ăна чĕререн тав тăваççĕ. Васкавлă "01" служба машини туххăмрах çитнĕ, вут-кăвара алхасма паман. Çакнашкал пăтăрмахра çухалса кайнă пулсан вара вут серепинче çурт-йĕр те сиенленме пултаратчĕ.

Хисеплĕ вулакансем, енчен эсир пушарпа çыхăннă инкеке асăрхасан çийĕнчех 112 телефонпа пĕрлехи диспетчер службине пĕлтерĕр. Шăнкăрав тỹлевсĕр

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика