ÇĔНĔ çулта кашни çын иртнĕ çулхинчен урăхларах, лайăхрах пурăнма, ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртме тăрăшать. Çакă вара пĕтĕмпех хамăр çине тăнинчен, маларах тунă йăнăшсенчен пăрăннинчен килет. Симĕс Аçтаха çулталăкĕнче интернет, телефон мошенникĕсенчен, хăйсен пайтишĕн çынсене чике тăршшĕ лартакан ултавçăсенчен уйрăмах асăрханар. Çак тĕллевпе пĕлмен е палламан çынпа пачах çыхăнса калаçмалла мар, вăл тĕрлĕрен сăлтавпа шахвăртса ыйтнă хыççăн банк карттин номерне пĕлтерни вара преступлени тума çул уçса паниех. Шел пулин те ултавçăсен серепине çакланакансем пирĕн тăрăхра та сахал мар тĕл пулаççĕ. Вĕсем хушшинче вара ваттисем, пенсионерсем çеç мар, çамрăксем те, учительсем те, тухтăрсем те пур иккен...
Октябрь 2024 |