Муниципалитет округĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕ тата администрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕ пуçарнипе çулсерен тĕрлĕ мероприяти иртет.
Ку хутĕнче "Пурăнатпăр тата астăватпăр" патриотла фестиваль пулчĕ. Конкурсра 3-11 классенче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем тупăшрĕç. Сăвă тата проза вулас, юрлас текенсем нумай пулчĕç унта. Фестивале хутшăнакансем хăйсем çырнă сăввисене те вуларĕç. Малти вырăнсене Турханти вăтам шкулти Г. Ершов, Аслă Чементи вăтам шкулти К. Фролов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти И. Константинова, Ю. Путякова, Л. Тазетдинова, А. Сулагаева, Э. Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти С. Сулейманова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти К. Багманова тата Первомайскинчи вăтам шкулти А. Селиванова йышăнчĕç.
Вĕрентекенсем те хăйсем пултаруллă пулнине кăтартрĕç. "Ылтăн сасă", "Хăй çырнă сăвă", "Илемлĕ сăмах" номинацисенче Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ па- ракан тĕп шкулти И. Макарова (ỹкерчĕкре), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Т. Митрофанова тата Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти В. Мешкова çĕнтерчĕç. Н. Кошелева, Г. Пазюкова, Т. Петрякова, И. Матюшкина, Ч. Ишмуратова, И. Лепешкина, М. Стефейкина, Е. Матросова, Л. Якушева призерсем пулчĕç.
Надежда КОШЕЛЕВА, Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи акăлчан чĕлхине вĕрентекен
Ноябрь 2024 |