Çак кунсенче Татмăшра пурăнакан Василий Александровичпа Марина Васильевна Смирновсем ывăлĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче тăракан çар чаçĕнчи командиртан, гварди подполковникĕнчен А. Гизатуллинран Тав çырăвĕ илнĕ. Çырури ăшă сăмахсем ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк парне пулнă.
"...Сирĕн ывăлăр, Смирнов Федор Васильевич, çар тата хăйĕн патриотла тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлани, Тăван çĕршыва хỹтĕлес тивĕçри паттăрлăхĕ пирки мăнаçлансах калатпăр. Вăл ыттисемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ, ывăлăрпа эсир чăннипех те мăнаçланма пултаратăр...", - тенĕ çырура.
Федор вăтам шкултан вĕренсе тухсан Патăрьелĕнчи агротехникумра пĕлĕвне малалла тăснă. Ун хыççăн çул-йĕр службинче тăрăшса хăйĕн хастарлăхне кăтартнă. Яланах аслă икĕ пиччĕшĕ евĕр Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи, чăн-чăн паттăр салтак пулма ĕмĕтленнĕ. Паян вара вăл çĕршыв умĕнчи тивĕçне Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пурнăçлать.
Альбина НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |