ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пушар надзорĕн службин сотрудникĕсем хамăр тăрăхра сиксе тухакан вут-кăвар инкекне çийĕнчех шута илеççĕ, унăн сăлтавне пайăрлатаççĕ. Тепĕр чухне вара пушар хыççăн шыв кирлĕ мар теççĕ пулсан та, "01" службăна кая юлса, темиçе кун иртнĕ хыççăн та хыпар çитет-мĕн.
Çак пăтăрмах та Çĕнĕ çул умĕнех, виçĕ эрне каяллах пулса иртнĕ. Шăнкăртамри пĕр арçын хăйĕн умĕнчех автомашинине юсама пикеннĕ. Чикарккă туртаканскер хĕрĕнкĕ те пулнă курăнать, çывăрса кайнă. Вăл тĕтĕм-сĕрĕмпе, вут-çулăм алхасма пикеннипе вăранса кайнă. Хыпăнса е хăраса ỹкнĕрен нимĕнле службăна та пĕлтермен, ăна хăйсемех сỹнтернĕ. Çапах та пиçсе кайнă арçынна больницăна илсе каймах тивнĕ. Сывлăх хуралĕн ĕçченĕсем пăтăрмах пирки полицие, йĕрке хуралçисем вара пушар надзорне пĕлтернĕ. Çапла вара Патăрьел мунициалитет округĕнчи пушар надзорĕн иртнĕ çулхи отчетне тепĕр пушар хутшăннă. Халĕ çак ĕç-пуç пирки тĕрĕслев тата тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.
Ноябрь 2024 |