ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн адмнистрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин кашни ларăвĕнчех ашшĕ-амăшĕн хăйĕн пепкишĕн пите хĕретме, явап тытма тивет. Саккунпа килĕшỹллĕн 18 çул тултамран каччă е хĕр кирек ăçта вĕренсен те вĕсем административлă право йĕркине пăснăшăн ашшĕ-амăшнех явап тыттараççĕ. Е тата пепкисене чун панă ашшĕ-амăшĕ хăйĕн айăпĕпе, ĕçкĕ енне сулăннипе тивĕçлĕ воспитани парайман тĕслĕхсем те пулаççĕ. Иртнĕ ларура та ыттипе пĕрлех çакнашкал ĕçсене пăхса тухнă, тивĕçлисене КоАПăн 5.35 статйипе айăпланă.
Ноябрь 2024 |