Граждансен пухăвĕсем пуçланчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2024, 20:50 Просмотров: 207

 Иртнĕ эрнере, январĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи Çĕнĕ Ахпỹрт тата Тăрăн территори пайĕсенче граждансен пухăвĕсем иртнĕ.

Вĕсен ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ, çитĕнỹсем пирки кĕскен паллаштарнă, 2024 çулхи тĕллевсене палăртнă.

Вырăнти территори пайĕсен пуçлăхĕсем Станислав Никитинпа Николай Рубцов пухусенче 2023 çулта ялсене хăтлăх кỹрес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки отчетсем тунă. Ку тĕлĕшпе икĕ территори пайĕ те начар мар ĕçлесе пынине палăртмалла. Çĕнĕ Ахпỹрт территори пайĕнче пĕлтĕр пуçару бюджечĕпе 3 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал та Çĕнĕ Ахпỹртри Ленин урамне тата çак ялти тепĕр çула пуçару бюджечĕпех çул сарма шутлаççĕ.

Тăрăн территори пайĕнче 2023 çулта пуçару бюджечĕпе пурнăçланă ĕçсем пулман. Кăçал вара пуçару бюджечĕпе 4 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă: Тăрăнти Южный урам, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи масар картине тытасси, Треньелĕнчи спорт площадкине хăтлăх кĕртесси, Треньелĕнчи спорт площадкине çутăпа тивĕçтерсси.

Граждансен пухăвĕсенче çынсем çул, çутă, хуçасăр йытăсене пĕтересси, ялсенче клуб тата шкул тăвас ыйтусене хускатнă, тивĕçлĕ хуравсем илнĕ.

Çулталăка пĕтĕмлетекен пухусем февралĕн 20-мĕшĕччен кашни территори пайĕнчех иртеççĕ.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика