Кăçалхи Кăшарни уявĕ сăвапланă вакра шыва кĕрекенсене çеç мар, пурне те пысăк чăтăмлăха тĕрĕслерĕ темелле. Шăпах çак кунтан пуçласа - январĕн 19 - 21-мĕшĕсенче - Чăваш Республикинче, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕн территорийĕнче те çил-тăман алхасрĕ, çавна май аслă çулсемпе тротуарсене, патшалăх çурчĕсенчи, уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен картишĕсене тата ытти обществăлла вырăнсене тем хулăнăш юр çуса тултарчĕ. Çут çанталăк пулăмне хирĕç тăраймăн, çапах та вăл кăларса тăратнă йывăрлăха виçĕ кун сирме, ятарлă службăпа, уйрăм хастарсен тăрăшулăхĕпе парăнтарма тивнĕ. Акă, мĕн пĕлтерчĕ кун пирки хаçат редакцине Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин.
- Мухтав Турра, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çил-тăмана пула инкек пулнă е çын пурнăçĕпе çыхăннă синкерлĕ тĕслĕхсем пулман. Эрнекун пĕр-икĕ ялта çутă пĕтсе ларнă, ăна электриксен ятарлă служби çав кунхинех йĕркелесе янă. МИХ хатĕрĕсенче канмалли кунсенче М-12, М-7, Çĕрпỹ - Ульяновск аслă çулсене тасатса ĕлкĕреймен пирки куçăма чарса хуни, çавна май инçе çула тухнисене вĕри чейпе тата ыттипе те тивĕçтерни пирки кăтартрĕç, çырчĕç. Патăрьел муниципалитет территорине кĕрекен аслă çул çинче кун пек йывăрлăхсемех пулман. Вăхăтлăха çеç йывăр тиевлĕ автомашинăсене чарнă, çул-йĕр службисем трассăна тасатнă хыççăн вĕсем çỹреме пуçланă.
Пирĕн муниципалитет округĕнче те ятарлă службăсен оперативлă ушкăнĕ кăнтăрла та, каçхине те аслă çулсенчи куçăма, чарăну вырăнĕсене сăнасах тăчĕ. Территори пайĕсенчи начальниксем çул-йĕре пăхса тăракан подряд организацийĕсем мĕнле ĕçленине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхне отчетсем тусах тăчĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче республика тата вырăнти шайри çул-йĕре тасатма 20-24 единица техника хутшăнчĕ. Паллах, ятарлă техника çителĕксĕр пулнăран çак ĕçе вырăнсенче хăйсен те йĕркелеме, фермер хуçалăхĕсен, уйрăм çынсен техникине явăçтарма тиврĕ. Тавах вĕсене пурне те йывăрлăха парăнтарма пулăшнăшăн. Уйрăмах ку тĕлĕшпе Шăнкăртамсем кар тăрса ĕçленине палăртса хăварасшăн.
Январĕн 22-мĕшĕ тĕлне çил-тăман кăларса тăратнă хăрушлăха сирнĕ, аслă çулсене тасатнă, маршрутлă автобуссем, çав шутра шкул ачисене илсе çỹрекеннисем те хăйсен йĕркипе ĕçлеме пуçланă. Çапах та ятарлă пĕчĕк техника çителĕксĕр пулнăран ялсенче тăкăрлăксене, пĕчĕкрех урамсене, утма çулсене пурне те тасатса пĕтермен-ха. Çак ĕçе малалла та йĕркелесе, сăнаса тăратпăр.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă
Октябрь 2024 |