Патăрьел муниципалитет округĕнче физкультурăпа спорта, сывă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшпе йышăннă программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе курăмлă тата усăллă ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Уйрăмах массăллă спорта аталантарассине тимлĕх уйăратпăр: спорт тата сывлăх вунăкунлăхне йĕркелетпĕр, хĕллехи спорт тĕсĕн кунĕсене ирттеретпĕр, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ", "Наци кросĕ", "Сывлăх патне - 10000 метр" массăллă чупусемпе мероприятисене хастар хутшăнатпăр тата ытти те. 2014 çултанпа Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкул никĕсĕнче кашни уйăхрах Сывлăх кунĕсем иртни те çынсене спортпа туслашма тулли майсем туса парать. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хăйсен пурнăçне тăтăшах физкультурăпа тата спортпа çыхăнтарнисен йышĕ 53,1 процентпа танлашать.
Шкул ачисемпе çамрăксене уйрăмах спорта явăçтарас тĕллевпе "Шкула - волейбол", "Шкула - баскетбол", "Шкула - мини-футбол", "Шкула - самбо" проектсем ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, шкул ачисен волейбол лигин чемпионачĕ, çамрăк хоккеистсен "Ылтăн шайба" кубокне çĕнсе илессишĕн тата ытти ăмăртусем те çивĕч иртеççĕ.
Çав вăхăтрах ĕçлекенсене массăллă спорта явăçтарас тĕллевпе те тимлетпĕр. Муниципалитет округĕнчи 10 организаци-предприяти ертỹçисем вĕсен ĕçченĕсем спорт зала, бассейна çỹресе сывлăхне çирĕплетчĕр тесе килĕшỹсем туни те коллективсенче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем чылай пулнине çирĕплетет. Пирĕн тăрăхра ĕçлекенсенчен 7 пин ытла çын хăйсен сывлăхне физкультурăпа тата спортпа çыхăнтарать. Кашни эрнерех кĕçнерникунсенче физкультурăпа спорт комплексне тивĕçлĕ канăва тухнисем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем залра хусканусем тăваççĕ, бассейнра ишеççĕ.
Юлашки вăхăтра ачасемпе çамрăксем çеç мар, аслă çулхисем те ГТО комплексĕн нормативĕсене тултарма пултарччăр тесе тимлетпĕр. Çак тĕллевпе 2023 çулта та икĕ площадка йĕркеленĕ. Пĕлтĕр тĕрлĕ çулхи 2435 çын нормативсене тултарассипе хăйсен вăйне тĕрĕсленĕ. Кăтарту маларахри çулхинчен пысăкрах пулин те, ку пирĕншĕн чикĕ мар. Кăçал ку тĕлĕшпе ĕçе тата анлăрах йĕркелесшĕн.
Патăрьел муниципалитет округĕ ытти енпе пĕрлех спорт каçалăкĕнче те республикăра начар мар çитĕнỹсем туса пырать. Çакă, паллах, тренерсемпе преподавательсене малалла тата ытларах хавхаланса ĕçлеме вăй-хал кỹрет. Акă, иртнĕ çул çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Шăнкăртамри Ранис Кардонов корэш енĕпе Раççей спорт мастерĕ ята тивĕçрĕ. Çулталăкра çеç спорт мастерĕн 10 кандидачĕ хутшăннă, тĕрлĕрен спорт тĕсĕпе 1-мĕш спорт разрядне 14 спортсмен тивĕçнĕ, муниципалитет округĕнчи 8 спортсмена Раççейĕн, 52-шне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командисене кĕртнĕ. Унсăр пуçне тĕнче шайĕнчи тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Патăрьел спортсменĕсем 12 медаль илме тивĕçнĕ, 124-шĕ республика ăмăртăвĕсен призерĕсем. Çакă вăл пирĕн округ мăнаçлăхĕ. Çитĕнекен ăрушăн ырă та пархатарлă тĕслĕх.
Хальхи вăхăтра Раççейре те, Чăваш Республикинче те, Патăрьел муниципалитет округĕнче те çынсене пурăнма çеç мар, канма, çав вăхăтрах сывлăха çирĕплетме, ĕмĕрне тăсма мĕн пур кирлĕ услови туса пама тăрăшаççĕ. Физкультурăпа спорта малалла аталантарас, демографие лайăхлатас тĕллевпе пирĕн тăрăхра та хальхи вăхăтра 183 спорт сооруженийĕ, 32 спортзал, пĕр спорт шкулĕ, хĕллехи вăхăтра 8 каток, çутăпа тивĕçтернĕ икĕ йĕлтĕр трасси ĕçлеççĕ. "Демографи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Спорт - пурнăç норми" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти физкультурăпа спорт зони те çитĕнекен ăрун аталанăвĕпе, ырă малашлăхĕпе çыхăннă. Çакнашкал спорт сооруженисемпе халăхăн 92 проценчĕ усă курни вара çынсем сывă пурнăç йĕркине хапăлласа йышăннине çирĕплетет.
Спорт - çирĕп сывлăх, çивĕч ăс-тăн çеç мар, пысăк хавхалану, пурнăç илемĕ. Çавăнпа та муниципалитет округĕнче тăтăшах тĕрлĕ çулхисем валли массăллă спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме тăрăшатпăр. Пĕлтĕр çеç пирĕн тăрăхра 161 мероприяти иртнĕ. Вăл шутра Раççей, республика, муниципалитет шайĕнчисем те пур. Вĕсене 11 690 спортсмен хутшăннă. Кăçалхи тĕллевсем те пысăк. Раççейри Çемье çулталăкне туллин тата тухăçлăн, кăсăклă спорт мероприятисемпе ирттерме шутлатпăр.
Анатолий АФАНАСЬЕВ, Патăрьелĕнчи "Паттăр" спорт шкул директорĕ
Ноябрь 2024 |