Сăкăтра пурăнакан Федор Николаевичпа Лидия Васильевна Черновсем пĕр çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнине паллă турĕç. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ мăшăр. Туслă çемьере пĕр-пĕрне хисеплесси, сума сăвасси малти вырăнта тăрать. Виçĕ кинĕ пăятамăшпе пăянамăшне атте-анне тесе чĕнеççĕ. Уявсенче 4 ачи, 7 мăнукĕ мăшăрĕсемпе тата 11 кĕçĕн мăнукĕ пĕрле пухăнаççĕ. Çакă мар-и пурнăçăн илемĕ?
"Иртнине аса илсен куç шывланать",- тет ĕç ветеранĕ Федор Николаевич. Ачалăхĕ Сталин репрессийĕн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче иртнĕ унăн. Çамрăклăхĕ вăрçă хыççăнхи халăх хуçалăхне ура çине тăратассипе çыхăннă. Тем те курнă, тем те тỹснĕ. Шăпана пĕрех ỹп- келемест вăл. Сăнĕпе те, пĕвĕпе те сакăр теçеткене хыçа хăварнă тесе калаймăн ăна. Яшлăхĕпе вашаватлăхне çухатман-ха.
1938 çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче çуралнă вăл. Николай Емельяновичпа Мария Яковлевна ачисене чăн-чăн çын тăвас тесе нумай тăрăшнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Кил-çуртне, хуралтисене те хăйсен вăйĕпе тĕреклетнĕ.
Федя çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. 7 класс хыççăн пурнăç йывăртан малалла вĕренеймен. Колхозра возчик, плугарь, комбайнер пулса ĕçленĕ. Аллине водитель удостоверенине илсен шоферта ĕçлеме пуçлать. Çапла вара 38 çул руле алран ямасть. Ĕç стажне 47 çула çитерет.
1963 çулта ăна колхозăн ГАЗ-51 кивĕ автомашинине шанса параççĕ. Гараж пулманран техникăна хĕлле юр хỹсе кайнă, кабина алăкĕсем те йĕркеллĕ хупăнман. "Тимĕр ута" ирсерен тапратиччен çамрăк халтан кайнă пулсан та руль умне ларсан хĕпĕртенĕ. Вăл вăхăтра Первомайскинчи крахмал заводне çĕрулми, Канашран çĕр кăмрăкĕ, колхоз валли вăрман турттарнă. Кунне виçшер хутланă.
Çак çулхинех хастар каччă ял хĕрĕпе Лидия Федоровапа пĕрлешсе çемье çавăрать. Чĕкеç аппа та (ялта ăна çапла чĕннĕ) хăйĕн пурнăçне тăван колхозпа çыхăнтарнă. Уй-хир бригадинче, фермăра, каярахпа колхоз столовăйĕнче вăй хунă. Çав вăхăтрах çамрăк мăшăр çурт-йĕр çавăрнă.
Ачисем пурте пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ. Ывăлĕсем ашшĕ çулĕпе кайнă, ялтах тĕпленнĕ. Асли - Юрий - "Красное знамя" хуçалăхра 35 çул тĕп зоотехникра ĕçлет. Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Вячеслав 38 çул водительте тăрăшать. Вăл та тăрăшуллă ĕçĕпе çак ята илнĕ. Николай 31 çул механизаторта ĕçлет. Вăл тĕпре, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Лена вара Шупашкара тĕпленнĕ.
Хăйсен тĕслĕхĕпе пурнăç илемĕ иккĕнре пулнине çирĕплетеççĕ Черновсем. Ачисене, мăнукĕсене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.(189).
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |