Çĕнĕ Шупашкар хулинчи олимп резервĕсен виççĕмĕш спорт шкул манежĕнче çăмăл атлетикăпа республикăра мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Унта харкам хăйшĕн тупăшнă. Хуласемпе муниципалитет округĕсенчи спорт шкулĕсемпе олимп резервĕсен шкулĕсенче вĕренекенсен командисем пулнă. Патăрьел муниципалитет округĕн "Паттăр" спорт шкулĕн çăмăл атлечĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнă. Кристина Иванова 2000 тата 3000 метрсене, Валерия Гаврилова 1500 тата 800, Андрей Тарасов 2000, Николай Соколов 800 метра чупса пĕрремĕш, Филипп Сидоров 2000, Николай Соколов 1500 - иккĕмĕш, Роман Смирнов 400 тата 800, Андрей Тарасов 3000, Ангелина Макарова 1500 метра чупса виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Васильева Анастасия, Нияз Шакуров, Александр Ефремов йĕтре тĕртсе пĕрремĕш, Михаил Ерофеев - иккĕмĕш вырăнсенче.
Çавăн пекех Анна Суворова, Марат Лукин, Алексей Викторов, Мария Иванова, Маргарита Кошелева, Людмила Ершова, Артем Тихонов кăтартăвĕсем те япăх мар.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |