Пултарулăх хисепе тивĕçтерет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2024, 20:59 Просмотров: 200

Педагог тата наставник çулталăкĕ Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ĕçлекенсемшĕн тата вĕренекенсемшĕн ăнăçлă вĕçленчĕ. Лилия Субханкулловăпа Гузель Кеметова иртнĕ çулталăкăн юлашки уйăхĕнче республикăри "Ỹсĕм точки: ĕмĕтрен пуçласа уçăличчен" фестивале хутшăнчĕç. Лилия Хасиятулловна "Чи лайăх физика видеоурокĕ" номинацире иккĕмĕш степеньлĕ, Гузель Феридовна "Чи лайăх биологи видеоурокĕ" тупăшура виççĕмĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçрĕç.

Конструкци ĕçĕ-хĕлĕнче пултаруллă тата мал ĕмĕтлĕ çитĕнекен ăрăва палăртас тĕллевпе муниципалитет округĕнчи ачасен ăсталăх çурчĕ "Робот техники - "Çĕнĕ çул" LEGO конструкцийĕ" ятпа конкурс ирттерчĕ. Шкулти 7а класра вĕренекен З. Шарипова унта хастар хутшăнса çĕнтерỹçĕ пулса тĕп парнене тивĕçрĕ. С. Шепеева ĕçĕ вара иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика