Кăçал март уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртĕ. Сасăлама тĕрлĕрен пулать: хăнăхнă йăлапа суйлав участокĕсене пырса сасăланинчен тытăнса дистанци сасăлавĕ таран.
Электронлă сасăлав икĕ тапхăртан тăрать. Малтанах Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă заявлени памалла. Кайран пĕр чăрмавсăр суйлава хутшăнма пулать. Суйлав участокĕнче сасăлав 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен иртет тĕк, электронлă мелпе усă куркансен кун йышши чару çук.
Ноябрь 2024 |