Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин нумай ачаллă çемьесем пирки калакан указ кăларнă. Çак документ нумай ачаллă çемьесен пĕрлехи статусне федераци шайĕнче çирĕплетет. Унсăр пуçне çакăнтах пулăшу мерисене те палăртнă. Указпа килĕшỹллĕн, виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен çемье нумай ачаллă шутланать. Çавна май социаллă пулăшăва аслă ачи 18 çулччен е 23 çул тултариччен (ача вĕрентỹ учрежденийĕнче куçăн майпа малалла вĕренсен) параççĕ.
Халиччен регионсем нумай ачалăх критерийĕсене хăйсем тĕллĕн палăртнă пулнă. Çак çăмăллăхсем "Демографи" наци проекчĕн тĕллевĕсемпе пĕр килеççĕ.
Аса илтеретпĕр, 2024 çула çĕршывра Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Александр ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |