Çамрăк çемьесем, сире валли фотоконкурс старт илнĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:33 Просмотров: 133

 РЕСПУБЛИКĂРИ çамрăксен пуçару центрĕ йĕркеленипе çамрăк çемьесем хушшинче "Çемье йăли-йĕрки" сăн ỹкерчĕксен конкурсĕ старт илнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, конкурса хутшăнас текенсен февралĕн 9-мĕшĕччен заявка тăратмалла. Ăна афишăри QR-кодпа та пама пулать. Çемьери йăла-йĕркене сăнлакан сăн ỹкерчĕксене тĕрлĕ номинаципе хатĕрлеме пулать: "Çемьепе - каçхи апатра", "Кил-çурт ăшши", "Куçăм - пурнăç", "Вăхăт машини", "Çĕнĕ ракурс", "Ăрусен илемлĕхĕ", "Çемьен чи лайăх тусĕ", "Паттăра воспитани парса çитĕнтерни", "Çемье йăли-йĕрки". Унсăр пуçне социаллă сете лартнă чи лайăх пĕр сăн ỹкерчĕке куракансем нумай лайк лартнине шута илсе çĕнтерỹçĕсен шутне кĕртĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хастар та пултаруллă, туслă, ĕçлĕхлĕ, çав вăхăтрах çемье йăли-йĕркине ламран-лама куçарса пыракан çамрăк çемье сахал мар. Вĕсен шутĕнче нумай ачаллисем те йышлă. Шанас килет, вĕсем Патăрьелсен чысне тивĕçлипе хỹтĕлĕç.

Архив материалов

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика