Ачаранах аслашшĕ пек паттăр салтак пулма ĕмĕтленнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:38 Просмотров: 175

 Шăхачра пурăнакан Никитинсен çемйине Çĕнĕ çул умĕн савăнăçлă хыпар çитнĕ. Николай Никитин офицер, взвод командирĕ контрактпа службăра тăракан çар чаçĕнчен амăшне - Валентина Николаевнăна - Тăван çĕршыва юрăхлă паттăр та çирĕп чунлă салтак çитĕнтернĕшĕн тав тунă, ывăлĕ службăри çар заданисене тỹрĕ чунпа туса пынăшăн "Паттăрлăхшăн" ("За отвагу") медаль илме тивĕçлĕ пулнине те пĕлтернĕ. Унсăр пуçне Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйине пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ "Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем" фондăн Чăваш Енри филиалĕнчен те Валентина Николаевнăна ывăлĕн çарти çитĕнĕвĕпе саламланă. Черетлĕ награда, паллах, амăшне савăнтарнă...

- Коля ачаранах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, "Паттăрлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсене илме тивĕçнĕ аслашшĕ пек паттăр салтак пулма ĕмĕтленетчĕ. Унăн наградисем ывăлшăн талисман, çар пурнăçĕнче ăна çул кăтартса пыракан вырăнне пулчĕç пулĕ. Шкулта чухнех вăл артиллери çарĕнче взвод командирĕ пулнă Алексей Николаевич Никитин вăрçă ветеранĕ пирки паха альбом хатĕрлерĕ. Вăл паян та типтерлĕн упранать.

Тăван çĕршыва юрăхлă çирĕп салтак пулас тĕллевпех Николай хăйне тăтăшах спортра пиçĕхтерчĕ, дзюдо, самбо енĕпе çитĕнỹсем сахал мар турĕ. Салтакра та, вĕреннĕ вăхăтра та хăйĕн малашнехи шăпине çар пурнăçĕпе çыхăнтарас тесе ĕмĕтленчĕ. Вăл чăнах та пурнăçланчĕ...- чун-чĕререн пăчăртанса тухакан савăнăçне амăшĕ куççуль кăлармасăр пайлаймарĕ. Пепкине чун парнеленĕ аннешĕн ывăл-хĕрĕн çитĕнĕвĕнчен, унăн ырă ĕçĕнчен пахи тата мĕн пултăр-ха?..

Николай Леонидович Шупашкарти 12-мĕш лицейре электромонтер профессине алла илнĕ хыççăн Чулхула облаçĕнче Дивеевăра пушарпа çăлав службин чаçĕнче çулталăк вĕреннĕ, кайран тата Мускавра пĕлĕвне ỹстернĕ, бакалавр дипломне илнĕ. Ун хыççăн хăй ирĕкĕпе контрактпа çар службине малалла тăсма шут тытнă. Малтан Шупашкарти шалти ĕçсен министерствин чаçĕнче, ун хыççăн Çурçĕр флотĕнче. Çар çынни вунă çула яхăн çĕршыв умĕнчи тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçласа пырать. Çак тапхăрта ентешĕмĕр тăватă медаль, РФ шалти ĕçсен министерствин Хисеп грамотине тата ыттине те илме тивĕçнĕ.

Паян мотострелок бригадин командирĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче служба ĕçне малалла тăсать. Харсăр офицер çар профессийĕ пысăк пулнипе, командовани паракан заданисене яланах тỹрĕ чунпа пурнăçланипе палăрса тăрать. Çĕнĕ çул умĕн панă Раççей Федерацийĕн патшалăх награди - "За отвагу" медаль - ентешĕмĕр Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕн палли.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Июнь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс.Метрика