Кермен пек çуртра ĕçлеме те, савăнма та кăмăллă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.01.2024, 18:40 Просмотров: 144

Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви 2023 çулта хуласемпе муниципалитет округĕсенчи культура учрежденийĕсенче строительствăпа юсав ĕçĕсем еплерех пынине пĕтĕмлетнĕ.

СĂМАХ МАЙ

Юлашки пилĕк çул хушшинче Юхмапа Пăла тăрă- хĕнче пĕр çĕнĕ клуб çĕкленĕ, 13 культура учрежденине юсанă, 13 клубăн пурлăхпа техника базине пĕтĕмĕшле 100 миллион ытла тенкĕлĕх пуянлатнă.

ПĔЛМЕ

 "Культура" наци проекчĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕме пикеннĕ.

 "Культура" наци проектне илес тĕк унта Раççей халăхĕсен ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене тĕпе хурса çын хăй Раççей гражданинĕ пулнине туяссине-ăнланассине çирĕплетмеллине пайăррăн палăртнă. Мĕнле майсемпе пурнăçа кĕртме пулать-ха çакна? Вырăс, ытти чĕлхене, литературăна анлă çул парса, наци культура йăли-йĕркине, халăх промыслисемпе ремеслисене упраса хăварса тата аталантарса. Тĕллевсене пурнăçлама федераци шайĕнче ятарласа хатĕрленĕ виçĕ проект - "Культура хутлăхĕ", "Пултарулăх çыннисем", "Цифрăллă культура" - пулăшса пыраççĕ.

Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, отрасль пĕлтĕр начар мар аталаннă: клубсемпе культура çурчĕсем, музейсемпе ача-пăча пултарулăх шкулĕсем çĕкленеççĕ, киввисене юсаççĕ тата ытти те. Уйрăмах ялсенчи кăтартусем ку енĕпе курăмлă. Акă, пĕлтĕр 20 округра тата пилĕк хулара федераци тата республика программисен пулăшăвĕпе культурăн 44 объектĕнче ĕçсем пынă. Чăннипех те ял çыннисен пурнăçне уçă варкăш кĕртекенни - культура. Юрă-ташăсăр, хĕрỹллĕ сăмахсăр, пурнăçри пулăмсене хутшăнмасăр-палăртмасăр пурăнни - кичем.

Кăçал та культура объекчĕсен инфратытăмне çĕнетес тĕлĕшпе тĕллевсем пысăк. Сакăр клуб çĕклес шутпа проектпа тĕпчев ĕçĕсем пуçланă. Çак списока пирĕн округри Татмăш ялĕ те кĕнĕ. Пурте йĕркеллĕ пулсан кунта 49 вырăнлă клуб çĕкленĕ.

 Çавăн пекех "Культура" наци проекчĕн "Культура хутлăхĕ" проекчĕн пулăшăвĕпе 2023 çулта Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекине модернизациленĕ. Халĕ вăл хуларинчен пĕрре те кая мар. Кунта маларах юсав ĕçĕсем ирттернисĕр пуçне федераци бюджечĕ шутĕнчен сĕтел-пукан, оргтехника, интерактивлă урайпа сĕтел, глобус, ачасене вылямалли хăйăр лаптăкĕ, мультимедийлă оборудовани, мультстуди, "Алиса" ăслă колонка, VR-шлем, сĕтел çинче выляма вĕренмелли вăйăсем, цифрлă фотоаппарат, кĕнекесем туяннă. Библиотека интерьерне наци стилĕпе капăрлатнă. Паянхи библиотека - кĕнеке фончĕ çеç мар, вăл чи малтан - информаци центрĕ. Информаци технологийĕсем вулавăша çỹллĕ шая куçма, професси ĕç-хĕлне анлăлатма, ачасене хыпарсем шырамашкăн анлă майсем сĕнеççĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн начальникĕ Наталия Никитина каланă тăрăх, 2023 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи культура сферине 28 миллион ытла тенкĕлĕх инвестици хывнă. Çак нухрата икĕ клуб валли оборудовани туянма, "Çăкăр" историпе этнографи музейне реставраци тăвас шутпа проектпа смета документацийĕсем, уçă пĕлĕт айĕнче музей тума тата культурăпа кану центрне тата Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çуртне тĕпрен юсама усă курнă. Сăмах май каласан, Пăлапуç Пашьелĕнче халĕ те строительсем ĕçлеççĕ. Аса илтеретпĕр, çак ĕçсене пĕтĕмпех "Культура" наци проекчĕн "Культура хутлăхĕ" регион проекчĕн витĕмĕпе пурнаçланă. Кăçал тата Тури Чакăра çĕнĕ клуб тума пикенĕç. Вăл 100 вырăнлă пулĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика