Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе пурнăçа кĕрсе пыракан "Вĕрентỹ" наци проекчĕн тĕллевĕ - çĕршыври пур ачана та пахалăхлă пĕлỹ илме лайăх условисем туса парасси.
Çак тĕллевпе çĕнĕ шкулсем çĕкленипе пĕрлех маларах хута янисене те çĕнетеççĕ. Çитес виçĕ çулта Чăваш Енри 49 шкула тĕпрен çĕнетĕç. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 4,7 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Палăртма кăмăллă, 2024 çулта Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкула юсĕç. Çавăн пекех кăçал Ишлĕре шкул тăваççĕ. 2025 çулта вара Турханти вăтам шкула çĕнĕ сăн кĕртĕç.
Александр ИВАНОВ
Ноябрь 2024 |