Ыхра Çырми территори пайĕнчи Сайдашевсем Раççей Федерацийĕнчи Çемье çулталăкĕнче мăшăрланнăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. Пурнăç çулĕпе вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе утаççĕ.
Рафыйк Шейхуллович 30 çул ытла водительте ĕçленĕ. Райдя Зекиевна вара ялти библиотека заведующийĕнче вăй хунă. Мăшăр ырă кăмăллă пулнишĕн, ĕçченлĕхшĕн хисепре. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ вĕсем. Кирлĕ канашсем пама та ỹркенмеççĕ.
Сайдашевсем пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармаççĕ. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Пурнăçра тĕрли пулать. Савăнăçне пĕрле пайлама, йывăрлăхне çурмалла тума хăнăхнă вĕсем. Канашламасăр пĕр ĕçе те пуçăнман.
- Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, теççĕ. Пĕрне-пĕри итлесе, аслисен пилне мала хурса, вĕсен шанăçне тỹрре кăларассишĕн тăрăшрăмăр. Çур ĕмĕр мăшăрлă пурăнни сисĕнмерĕ те. Килĕшỹлĕх хуçаланнăран-тăр,- тет Райдя Зекиевна. Килти çỹп-çапа урама кăларман вĕсем.
Ачисемшĕн çеç мар, мăнукĕсемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ Сайдашевсем.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |