ÇЕМÇЕ те кăпăшка юр - хĕл илемĕ. Ăна ялсенче, çын йышлă çỹрекен обществăлла вырăнта вăхăтра тасатса, тирпейлесе тăрсан шурă пуставлă тавралăх çынсене тата ытларах килентерĕ. Вăйлă çил-тăман хыççăн çул-йĕр службисем çеç мар, шкул ачисем, волонтерсем те "юр десанчĕ" акцие хутшăнчĕç. Акă, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне халалланă уйăхлăха хутшăнса "Мухтав монуменчĕ" умĕнчи юра пĕтĕмпех тасатнă. Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем те çак акцие хастар хутшăннă. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ ыттисемшĕн те ырă тĕслĕх пулмалла. Ялсенчи палăк, монумент умне тата унăн таврашне юртан тасатсах тăмалла. "Юр десанчĕ" хĕл иртсе кайиччен те ытлашши пулмĕ.
Ноябрь 2024 |