Кашни юхан шывпа çăлкуç хăйĕн хуçине туптăр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2024, 19:19 Просмотров: 85

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2024 çула Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк тесе пĕлтернĕ. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ хамăр пурăнакан тавралăха тирпей-илем кĕртес, çут çанталăк пурлăхне упрас тата перекетлес тĕллевпе çулталăк хушшинче пĕрлехи вăйпа, пысăк хастарлăхпа пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă. Вĕсенчен пĕри - Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн сĕнĕвĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи юхан шывсене, çăлкуçсене тасатас, хăтлăх кĕртесси, вĕсене тăтăшах тимлĕх уйăрса пăхса тăрасси. Çак ыйтупа кăсăкланса Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕпе Светлана Черновăпа тĕл пултăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл:

- Çут çанталăкпа унăн илемне ăнланакан, ăна упрама тăрăшакан çын яланах пархатарлă, ырă ĕмĕт-шухăшлă, таса та тирпейлĕ пурăнма тăрăшать. Çак туйăм кашни çынра вăрантăр тесе Экологи çулталăкĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенчи ялсен территоринче вырнаçнă юхан шывсене, ĕлĕкренпех тапса тăракан çăлкуçсене хамăр хỹтлĕхе илесшĕн. Çавна май пиртен кашниех çут çанталăк тусĕ пулма пултарать.

Ял таврашĕнчи шыв управĕсем - пирĕн пуянлăх та, мăнаçлăх та. Вĕсене çитес ăру валли упраса хăварас тĕллевпе çăлкуçсене уйрăм хастарсем, çемьесем, ратнесем, предпринимательсем, фермер хуçалăхĕсем çав территорие тасатма, хăтлăлатма пултараççĕ. Хăйсен яваплăхĕ çине илнĕ çав объект ял историне çырăнса юлтăр тесен килĕшỹллĕ ят пама, унăн историйĕ пирки çăлкуç таврашĕнчех илемлĕн çырса хума та пултараççĕ. Анчах çак пулăм вăхăтлăх е пĕр çулталăклăх çеç мар, яланлăхах пулмалла. Çапла майпа эпир ĕмĕрĕпех хисеплĕ пулнă çăлкуçсен ĕмĕрне тата ытларах тăсăпăр. Пуçаруллă ĕçе территори пайĕсенче йĕркелесе çитернĕ хыççăн чи кăтартуллă та хăтлă çăлкуçа палăртакан конкурс та ирттересшĕн.

Сăмах май каласан, пирĕн муниципалитет округĕнче Пăлана юхса кĕрекен 18 пĕчĕк юхан шыв. Унсăр пуçне ялсенче 31 çăлкуç. Экологи çулталăкĕнче вĕсем эпир пулăшнипе вăйлăрах тапчăр, тасарах та, сиплĕрех те пулччăр.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика