ÇĔНĔ ÇУЛ умĕн, декабрĕн 28-мĕшĕнче, РФ Правительствин 2023 çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче кăларнă постановленийĕ вăя кĕнĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн регистраципе экзамен уйрăмĕн начальникĕ Николай Сугутский кун пирки хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, унпа килĕшỹллĕн водитель удостоверенийĕн срокĕ 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тухаканнисен техникăпа çỹреме ирĕк паракан документне виçĕ çуллăха тăсаççĕ. Çак çĕнĕлĕх килти хушма хуçалăхра усă куракан техника хуçисене те, предприниматель е фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсене те пырса тивет.
РФ Правительствин постановленийĕпех 2022 çулхи февралĕн 21-мĕшĕ хыççăн пирĕн çĕршыва Украина территорийĕнчен пурăнма килнĕ граждансем водитель удостоверенине Раççейĕннипе экзаменсăрах улăштарма пултараççĕ.
Ноябрь 2024 |