Аграрник-стипендиатсем

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 20:42 Просмотров: 430

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан ÇАК кунсенче Чăваш патшалăх аграри университетĕнче агроклассем хушшинче математика, биологи, физика тата обществознани предмечĕсене мĕнле пĕлнине тĕрĕслемелли тест иртнĕ. Унта 11 класра вĕренекен 80 ытла каччăпа хĕр хутшăннă. Хăйне евĕр çивĕч тупăшура пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма хатĕрленекен 10 çамрăк тест итогĕпе стипендиат пулса тăнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем - Аделина Солдатова, Надежда Дюкина, Аэлита Логунова, Карина Иракина, Алексей Каримов. Стипендиатсене малашне те хăйсен хастарлăхне ỹстерсе пыма, тавра курăмне пуянлатма ăнăçу сунатпăр.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика