Тĕл пулура - çĕршыв хỹтĕлевçи

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:01 Просмотров: 422

 Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешпе, кĕске вăхăтлăха канма килнĕ 23 çулхи офицерпа тĕл пулу иртрĕ. Унта муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин, администрацин гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Григорий Каллин, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Юлия Селиванова, Ыхра Çырми территори пайĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Решит Санзяпов тата ыттисем хутшăнчĕç.

 Çамрăк офицер хăпартланса калаçмасть. Ыйтусем çине тулли хурав пама тăрăшать. "Уголек" позывнойпа çỹрекенскер виçĕ хутчен "Паттăрлăх" орденне тивĕçнĕ.

- Ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ эпĕ. Килтисем те çак шухăша хирĕçлемерĕç. Алла вăтам шкултан вĕренсе тухнине çирĕплетекен аттестата илнĕ хыççăн Хусанти танк училищине çул тытрăм. Кайран Инçет Хĕвелтухăçне çул ỹкрĕ",- лăпкăн калаçать паттăр.

Ятарлă çар операцийĕпуçлансанах çапăçăва кĕнĕ вăл. Тĕрлĕ наци халăхĕпе килĕштерсе неонацистсене хирĕç кĕрешнине çирĕплетет ентешĕмĕр. Ачасем аслисем патне çыракан çырусем хавхалантарнине пĕлтерет. Маскировка сеткисене тивĕçлипе усă курнине калать. Ирĕке тухнă унти халăх пирĕн çарсене пулăшнине пытармасть. Хăйсен транспорчĕпе апат-çимĕç, çар хатĕрĕсем турттарса пани те пулнă-мĕн. Техникăна юсама та хирĕçлемеççĕ.

Кану вĕçленсенех каялла каяссине палăртать. Çĕнтерỹ çитессе çирĕппĕн шанать.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов паттăра хăйĕн сăмахне çирĕп тытнăшăн, Тăван çĕршывăн хастар хỹтĕлевçи пулнăшăн тав турĕ, хăвăртрах сывă та тĕрĕс-тĕкел çĕнтерỹпе таврăнма сунчĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика