Çырăва хаклаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.02.2024, 21:01 Просмотров: 430

Шухăш

Рудольф Селиванов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

 - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Патшалăх Канашне янă Çыру - 2024 çулта республикăри, муниципалитет округĕсенчи влаç тытăмĕпе пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли конкретлă план, халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕлĕшпе республика умне лартнă пĕлтерĕшлĕ программа.

 Олег Алексеевич чăн малтанах Телейлĕ ачалăх çулталăкне пĕтĕмлетрĕ, çитĕнекен ăру аталанăвĕшĕн пурнăçланă ĕçсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Ун хыççăн калаçăва халăха пăшăрхантаракан чи çивĕч ыйтупа малалла тăсрĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчен ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен паттăрлăхне, тыл ĕçченĕсен хастарлăхне асăнчĕ, патшалăх салтаксене тата вĕсен çемйисене пысăк тимлĕх уйăрнине каларĕ. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра Патăрьел тăрăхĕнчен те Тăван çĕршывшăн кар тăнă салтаксем сахал мар.

Республика Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă кăçалхи тăваттăмĕш Çырăвĕ Раççей Президенчĕн суйлав умĕнхи тапхăрпа тỹр килнĕрен, Олег Алексеевич çĕршывшăн йывăр тапхăрта граждансем тĕрĕс утăм туни, аталану çулне суйласа илни пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура 2021-2023 çулсенче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ цифрăсем пурте республика тĕрĕс аталану çулĕпе пынине, чылай енĕпе Раççейре лидерсен йышĕнче пулнине кăтартса парать. Юлашки виçĕ çулта çеç республикăра 179 социаллă объект хута янă тата 365-шне юсанă. Акă, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те тĕрлĕрен программăпа пĕр çĕнĕ клуб çĕкленĕ, 13 культура учрежденине юсанă, 13 клубăн пурлăхпа техника базине пуянлатнă, çĕнĕ ФАПсем хута кайнă тата ытти те. Çĕнĕ çул умĕн çеç Кзыл Камышра, Красномайскинче "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн витĕмĕпе çĕнĕ ФАПсем уçăлчĕç. 2024 çулта Аслă Чемен территори пайĕнчи Тури Чакăра та "Культура" наци проекчĕн "Культура хутлăхĕ" регион проекчĕн пулăшăвĕпе çĕнĕ клуб пулĕ.

Çавăн пекех регион ертỹçи республика аталанăвĕн программипе килĕшỹллĕн кашни сферăрах вăраха ямасăр татса памалли ыйтусене хускатнă май Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, муниципалитет округĕсен Раççейри Çемье, Чăваш Енри Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курассин çулталăкĕнче пурнăçламалли тĕп тĕллевĕсене çивĕчлетрĕ.

Тальгат Шакуров, Патăрьел муниципалитет округĕнчи АПК канашĕн ветеранĕ, Общество палатин членĕ

: - Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çырăва пысăк хак паратăп. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ăна пур енлĕн уçса пачĕ, халăха кăсăклантаракан тĕп шухăшсене çитерчĕ, республика аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене палăртрĕ. Мана, агропромышленность комплексĕн ветеранне, чăн малтанах ял хуçалăхне аталантарас, экологи тĕлĕшĕнчен таса тата паха продукци туса илес, вĕсене вырăнтах тирпейлес, кирлĕ пек вырнаçтарас, инвестицисене явăçтарас ыйтупа татăклă хурав пулни кăмăла кайрĕ.

Чăваш Республикинчи çынсене пурăнма кирлĕ мĕн пур продукци çителĕклĕ. Сăмах май каласан, пирĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче ял хуçалăх продукцине тирпейлекен цехсем çулсеренех йышланса пыни те кăмăллă. Ку тĕлĕшпе эпир республикăра кăтартуллисен йышĕнче. Шăнкăртамра çеç паянхи куна тĕрлĕрен продукцие тирпейлекен 17 цех ĕçлет. Çывăх вăхăтра вĕсен йышĕ тата пысăкланĕ. Çакă чăн малтанах ял территорисене аталантарассипе, çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă.

Фирия Хафизова, районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ:

 - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сывлăх сыхлав отраслĕнчи çитĕнỹсем, малашлăх тĕллевсем пирки те чарăнса тăчĕ. Юлашки çулсенче çеç Патăрьел муниципалитет округĕнче темиçе фельдшерпа акушер пункчĕ çĕкленчĕ. Çĕнĕ çул умĕн çеç Кзыл Камышра, Красномайскинче хăтлă сиплев учрежденийĕсен алăкĕсем уçăлчĕç. Тĕп больницăн поликлиникине тĕпрен юсанă. 15 вырăнлăх инфекци уйрăмне шалтан пĕтĕмпех çĕнетнĕ. Çĕнĕ йышши оборудованисем килеççĕ. Вĕсем пысăк технологиллĕ çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме май параççĕ. Ĕç условийĕсем лайăхланнăçем лайăхланса пыраççĕ. "Земство тухтăрĕ", "Земство фельдшерĕ" программа та ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Çаксене пула çамрăк ачасем вилесси пулман пирте. Сывлăх сыхлавне модернизацилени пациентсен ыйтăвĕсене татса пама май парать те.

 Владимир Верликов, Первомайскинчи культура çурчĕн директорĕ: -

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх канашне янă Çырура культура отрасльне те тимлĕх уйăрчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнче тĕп библиотекăна çĕнетни пире чăннипех те савăнтарать. Ăсталăх шкулĕн çĕнĕ çуртне хута яни мĕн чухлĕ çамрăка ачаранах аталанса ỹсмелли майсене илме пулăшать. Унта пĕлỹ пухнăскерсем республикăри музыка училищине çул тытаççĕ. "АСАМ" шкул театрĕсен фестивалĕ чылайăшне сцена çине илсе тухрĕ.

 Эпир хамăр та "Çăлкуç" халăх фольклор коллективĕпе çак кунсенче Мускаври ВДНХара курав-форумра пултăмăр. Пирĕнпе пĕрле унта тĕрлĕ наци халăхĕ, тĕрлĕ регионтан çеç мар, ют çĕршывран та ташласа савăнчĕç. Юрлас-ташлас пултарулăха малалла та ỹстерсех пырасшăн эпир.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика